Инкек лекнисене алă тăсни – сăваплă ĕç
Июлĕн 17-мĕшĕнче республикăри çичĕ район урлă вăйлă çил-тăвăлпа пăр иртсе кайрĕ. Вăл чылай хуçалăха, уйрăм çемьесене, тĕрлĕрен объектсене сиен кÿчĕ. Аркатуллă пулăм пуринчен ытларах Сĕнтĕрвăрри районĕнчи çичĕ ял тăрăхĕнче пулчĕ. Çут çанталăкăн усал вăйĕ 37 ялти трансформатор подстанцийĕсене юрăхсăра кăларчĕ, 300 ытла пурăнакан çурта сăтăр турĕ, ултă вĕренÿ учрежденийĕн çуртне кăштах аркатрĕ, 2 культура çуртне сиен кÿчĕ тата ытти те. Унсăр пуçне икĕ пин ытла гектар çинчи ял хуçалăх культурисем йăлтах пĕтрĕç, чылай пахча-çимĕç юрăхсăра тухрĕ. Маларах пăхса тухнă тăрăх çанталăк пирĕн тăрăха 400 миллион тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Вăйлă çил-тăвăл пулнă вырăнсене паян кун та юсаççĕ, тирпейлеççĕ, йĕркене кĕртеççĕ. Пур яла та тенĕ пекех çутă панă. Самай шар курнă ял тăрăхĕсенче – Октябрьски, Шĕнерпуç, Карапаш, Аксарин – хытарнă (чрезвычайлă) йĕрке пуçарнă. Инкеке саплаштарас тĕллевпе ялсенче тата районта штабсем йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра инкек курнă çынсене Правительство та тĕрлĕ майлă пулăшать. Анчах та çакă çителĕксĕр. Ун пек чухне уйрăм çынсем алă тăсса пани те сăваплă ĕç. Çакна тĕпе хурса Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Моисеев пурне те пĕр çын пек пулса “Нимене” хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ. Инкек никама та куçа курăнса килмест-çке. Пуçарăва хапăл тăвакансем çийĕнчех тупăнчĕç. Райадминистраци ĕçченĕсем, “Единая Россия” парти членĕсем, вырăнти депутатсем ятарлă счет çине укçа куçарчĕç. Çак ĕçрен Патăрьелсем те айккинче юлмĕç тетпĕр. Пирĕн реквизитсем:
л/сч 20116БЛ0232,
р/с 40701810200001000266,
телефонсем: 8 (83542) 2-22-01, 2-11-89.