Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăнăçу сунатпăр сана!

ЛОНДОНРА çуллахи ХХХ Олимпиада вăййисем пуçланчĕç. Пĕтĕм тĕнчери тĕп ăмăртусем августăн 12-мĕшĕчченех тăсăлĕç. Пăлханса пăхмалли вăхăчĕ çителĕклех темелле. Пысăк тупăшăва республикăран чи-чи вăйлă пилĕк спортсмен хутшăнĕ. Командăна хÿтĕлекенсенчен пĕри – пирĕн Ирина, Нăрваш Шăхаль чиперкки. И. Калентьева (Ягупова) Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче чемпионки, тĕнче кубокĕн çĕнтерÿçи, Европа чемпионĕсен призерĕ, Пеккинта иртнĕ Олимп вăййисен бронза призерĕ. Ентешĕмĕр хальхинче çĕнĕрех çитĕнÿпе таврăнасса чунтанах шанатпăр. Турă пулăштăрах!



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 июля 2012
00:00
Поделиться