Хапăл тăвăр йыхрава, Пырса курăр хăнана
ПИТРАВ хыççăнхи шăматкун, июлĕн 14-мĕшĕнче Пăлапуç Пашьел ялĕнче ир пуçласа мĕн каçченех хаваслă кĕмĕ-çемĕ янăраса тăрĕ. Çакăн валли сăлтавĕ пысăк. Район ĕçченĕсем, уйрăм паттăрсем, спорта юратакансем, аякри-çывăхри тăвансем йăлана кĕнĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕн кунне паллă тума вăрман хĕрринчи илемлĕ уçланкăна пуçтарăнĕç. Вырăна тухса йĕркелекен пиллĕкмĕш акатуй ытти чухнехинчен начар мар иртĕ. Йăлана кĕнĕ савăнăçлă уяв кĕрекине пĕлтĕр Туçасем пуçтарнăччĕ. Маларах вара вăл Аслă Арапуçĕнче, Нăрваш Шăхалĕнче, Турханта кĕрленĕ
"Авангард" (газета Батыревского района)