Çирĕп çемье – пурнăç тĕревĕ
Юратупа килÿшĕре пурçнакан мçшçрсем ырç тÿслÿхлÿ. Хçйсем хыăăçн вÿсем шанчçклç çру хçвараăăÿ. Районти ăырçнтару керменне Пÿтÿм Раă-ăейри ăемье, юрату тата шанчçклçх кунÿнче черетлÿ мероприятине шçпах ăакнашкаллисене йыхравларÿă те ÿнтÿ.
Патăрьелĕнчи Владимир Петровичпа София Андреевна Задоровсем 56 çул пĕрле пурăнаççĕ. Шăнкăртамри Киаметдин Шарафутдиновичпа Рауза Ягафаровна Башировсем вара 59 çул пĕр çемьере. Вĕсем “Юратупа шанчăклăхшăн” медале тивĕçрĕç. Нăрваш Шăхалĕнчи Василий Александровичпа Антонина Петровна Яковлевсем изумруд туйне (55 çул) тата Шăнкăртамри Минхарис Шакирзяновичпа Камария Халирахмановна Закировсемпе Нăрваш Шăхалĕнчи Василий Михайловичпе Александра Терентьевна Бородкинсем пĕрлехи пурнăçăн ылтăн юбилейне, Туçари Петр Васильевичпа Альбина Александровна Мулюковсем ахах туйне паллă тăваççĕ. Çак ятпа мăшăрсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, республикăри çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, Туçа, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсен ертÿçисемпе представителĕсем, тус-юлта-шĕсем, çывăх çыннисем саламларĕç. Пĕрлех Сăкăтри Светлана Геннадьевнăпа Юрий Ильич Анюровсен çемйине хĕр çуралнă ятпа чысларĕç, ача амăшĕн капиталĕн сертификатне пачĕç.
“Юратупа шанчăклăхшăн” медале районта 4 çемье тивĕçрĕ терĕмĕр. Кашнийĕшĕн пирки вĕçсĕр-хĕрсĕр каласа пама пулать. Акă, Задоровсем виçĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Владимир Петрович Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин инваличĕ, нумай çул районти вĕрентÿ пайĕн тĕп бухгалтерĕнче ĕçленĕ. София Андреевна вара Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасене пуçламăш пĕлÿ панă.
Башировсем те Шăнкăртамра сумлă та хисеплĕ çынсем. Киаметдин Шарафутдинович çар хĕсметĕнчен таврăнсан Жданов ячĕллĕ хуçалăхра ферма заведующине кÿлĕннĕ. Тивĕçлĕ канăва вара Шăмалак лесничествин лесникĕнчен тухнă. Рауза Ягафаровна пĕтĕм пурнăçне вĕрентÿ ĕçĕпе çыхăнтарнă. Пĕр сăмахра пурăнакан çемье 6 ача пăхса ÿстернĕ, халĕ 16 мăнукпа тата 8 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Ачисем ытларахăшĕ амăшĕн профессине суйласа илнĕ.
Нăрваш Шăхалĕнчи Яковлевсем вара 8 ачаллă. 14 мăнукпа 5 кĕçĕн мăнук ÿсет. Василий Александрович шăпине хуçалăх ĕçĕпе çыхăнтарнă, звеноводра, бригадирта ĕç-ленĕ. Унăн “Хисеп палли” орден, ВДНХан кĕмĕл тата пăхăр медалĕсем пур. Мăшăрĕ те колхоз ĕçĕнче правур пулнă.
Закировсем те ĕçченлĕхпе, тăрăшулăхпа, тирпейлĕхпе ыттисенчен палăрса тăраççĕ. Пĕри хуçалăхра, тепри çĕвĕçре ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем çурт лартнă, 5 ачине те тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ.
Нăрваш Шăхалĕнчи Бородкинсем пĕрле пурăнса вара пĕр пăт çеç тăвар çимен. Халĕ вĕсемпе юнашар ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, тăванĕсем. Юратупа телее аслисем ăруран ăрăва парса пыма тăрăшаççĕ. Василий Михайлович спорта чунĕпех парăннисĕр пуçне музыкăна та кăмăллать. “РСФСР çут ĕç отличникĕ”, “Аслă учитель”, “Районти чи лайăх спортсмен” ятсене тивĕçнĕ.
В. Бородкин ертсе пыракан “Утмăлтурат” ансамбльпе Туçари вăтам шкулти арçынсен ансамблĕ уяв илемне кÿчĕç.