Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЕНТЕШĕМĕРĕН ПАТТĂРЛĂХĕ – ĕМĕРЕ

Кăçалхи августăн 11-мĕшĕнче чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиацин генерал-майорĕ Андриян Григорьевич Николаев тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе çур ĕмĕр çитет.

Ентешĕмĕрĕн паттăрлăхĕ çитĕнекен ăрăва воспитани парассинче те ырă тĕслĕх пулса тăчĕ. 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче 11 сехет те 30 минутра “Восток-3” космос карапĕпе Андриян Николаев, августăн 12-мĕшĕнче “Восток-4” космос карапĕпе Павел Попович тĕнче уçлăхне тухнă. Çакă космосра ушкăнпа вĕçни тĕнчере пĕрремĕш пулнă. Космонавтсем хушшинче икĕ енлĕ çыхăну, телевидени передачисене анлăн йĕркеленĕ. Вĕçев пĕтĕмпе 3 талăк та 22 сехет те 22 минута, Чăваш тата Украина çĕр-шывĕсен ывăлĕсен пĕрлехи вĕçевĕ 70 сехет те 23 минут та 38 çеккунта тăсăлнă.

Çакă космоса тĕпчессинче пысăк çитĕнÿ пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 июля 2012
00:00
Поделиться