Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ÿркенмен ăста пулнă

Çĕвĕçĕн ачи – çĕлеме, платникĕн каскалама пĕлнинчен тĕлĕнмелли çук. Ашшĕ-амăшĕн ĕçне мĕн пĕчĕкрен курса ÿсекенскерсем хаччине те, пурттине те тыткалама ир вĕренеççĕ. Кăçал “Районта йăла-йĕрке ыйтăвĕсене тивĕçтерекен чи лайăх ĕçчен” ята тивĕçнĕ Патăрьелĕнчи “Фотография” салонăн фотографĕ А. Михайлов та тенкелтен кăшт пысăкрах чухнех фотоаппарата тыткаласа пăхнă, унтан вĕçсе тухакан “кайăка” курас тесе аслисенчен вăрттăн шыраса та курнă. Сăн ÿкерттерекен пулса вăй хуракан амăшĕн ĕçĕ ăна пи-и-тĕ кăсăклантарнă. Тен, çавăнпах пуль хăйне кун çути парнелекен çыннин çулне суйласа илнĕ. Халĕ Михайловсем çемйипех çын сăнне, çут çанталăк илемне хут çине тăратса хăварассипе тăрăшаççĕ. Хăй вăхăтĕнче çак ĕçе пуçарса яраканĕ М. Михайлова урăх професси суйласа та илме

пултарнă вĕт...

– Сăкăтри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти пĕр техникума пĕлĕве малалла тăсма кĕтĕм. Анчах унта ăс пухма чун туртмастчĕ. Юлташ хĕрĕ районтан фотографа вĕренме направлени панине каласан пĕр шухăшламасăрах Патăрьелне килтĕм. Шкул ачи чухнех мана сăн ÿкерттерме, кайран хут çине кăларма килĕшетчĕ, – тесе аса илет Мария Александровна хăй мĕншĕн çак профессие суйласа илнине пĕлтерсе.

1974 çулта çамрăк хĕр тăван тăрăха таврăнать. Район центрĕнчи йăла ыйтăвĕсен тивĕçтерĕвĕнче малтан лаборанткăра, унтан фотографра ĕç-ленĕ. 10 çул хушши директор “лавне” те туртнă. Самана таппи «саккăрла» çаптарма пуçласан КБО хупăнать. Çакăн хыççăн Михайловсем хăйсен ĕçне йĕркелеççĕ. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче шăпах пĕр теçетке çул çитет. Малтанласа Мария Александровна пĕччен çеç тăрăшать. Алеша ывăлĕ çар хĕсметĕнчен таврăнсан амăшне пулăшма тытăнать.

– Аннен ĕçĕ, мĕн пĕчĕкрен курса ÿснĕрен, маншăн яланах çывăх пулнă. Салтакран килсен Шупашкара ятарласа вĕренме кайрăм. Професси вăрттăнлăхĕсене ятар-лă пĕлÿсĕр алла илме çук, – тет Алексей Михайлович хăй пирки кĕскен паллаштарнă май.

Малтанласа кивĕ оборудованисемпех, ĕлĕкхилле, вăй хунă. Вăхăт шунăçем компьютерсем, цифрăллă фотоаппаратсем унчченхи хатĕрсене пăрахăçлама хистенĕ. А. Михайлов ăслă техникăна хăвăрт алла илет, амăшне те вĕрентет. Унчченсенче сăн ÿкерчĕке кăларса парасса сехечĕпе кĕтмелле пулнă пулсан, паян 4–5 минутрах хатĕр. Çавăн пекех клиентсен кăмăлне шута илсе монтаж та туса параççĕ.

Çын ĕмĕтпе, малашлăхпа пурăнать. Районта çемьепе, туй е юбилей вăхăтĕнче ÿкерĕнмелли вырăн çуккине шута илсе Михайловсем ятарлă кĕтес уçма палăртаççĕ. Пÿлĕме тирпейлеме пуçланă та ĕнтĕ. Кăмăл тăвакансем çывăх кунсенчех пурнăçĕсенчи паллă самантсене çакăнта асăнмалăх сăн çаптарма пултарĕç.

– Мана хамăн ĕç питĕ килĕшет. Анне кăмăлланă профессие суйласа ил-нĕшĕн пĕрре те ÿкĕн-местĕп. Халь, ак, Ирина мăшăрăм та сăн ÿкерттерет. Ачасем ÿссе çитсен ку ĕçе малалла тăсасшăн пулсан, хирĕçлессĕм çук. Район администрацийĕ пирĕн ĕçе пысăка хурса хаклани тата та тăрăшарах вăй хума хистет, – тет Алексей кăмăллăн.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
04 июля 2012
00:00
Поделиться