Вилĕмсен сăлтавĕ тĕрлĕрен
ЮЛАШКИ икĕ çула илес пулсан, арçынсен вăтам ĕмĕрĕ 63-е çитнĕ. Хĕрарăмсем вара 77 çул пурăнаççĕ. Пурнăçран уйрăлакансенчен ытларах пайĕн сăлтавĕ – юн пусăмĕ пысăк пулни. Инкекре куçĕсене хупакансем те сахалăн мар. Автоаварисенче вилекенсем йышлă. Шел пулин те, хăйсем çине алă хуракансем те пайтах. 2010 çулта çакнашкал 30 тĕслĕх пулнă, 2011 çулта – 11. Кăçал та пÿкле вилĕмсем тупăнса тăраççĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)