Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Тĕш-тырăсене хурт-кăпшанкăран хÿтĕлес тĕллевпе Ленин ячĕллĕ, “Колос”, “Первомайск”, “Малалла”, “Труд” хуçалăхсем 3176 гектар пусăсене имçамланă. Хирсене çум курăкран гербицид сапассине вĕçлесе пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 11161 гектар хими препарачĕсене пĕрĕхнĕ.

 Кăçал ял хуçалăх предприятийĕсем 1846 гектар çĕр улми лартнă. Йăрансене купалассине вăхăтран вăхăта пурнăçласах тăраççĕ.

 Нумай çул ÿсекен курăксене 2339 гектар çулнă.

Районĕпе хуçалăхсем 1158 тонна утă, 3100 тонна сенаж (“Красное знамя”, “Батыревский”, “Исток” хуçалăхсем пуçăннă) янтăланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 июня 2012
00:00
Поделиться