Салакайăк ташши мар, Патăрьелсен ташши!
ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ культурăпа кану центрĕ çумĕнчи юрăпа ташă ансамблĕ ку таранччен ăçта кăна пулса хăйсен пултарулăхне кăтартман-ши! Вăл шутра тĕрлĕ облаçсенче те, пысăк хуласенче те. Кашнийĕнчех вĕсем инçе çултан виçесĕр хавхаланупа, парнепе таврăнаççĕ. Районти акатуйра ывăннине пăхмасăрах çĕртмен 13-мĕшĕнче сцена ăстисем çакнашкал тепĕр уява – Чĕмпĕре çитсе килнĕ. Юрăпа ташă ансамблĕ сцена çине кăларнă “Тантăшсем” вокалпа хореографи сюитине куракансем те, жюри членĕсем те тăвăллăн алă çупса йышăннă.
"Авангард" (газета Батыревского района)