Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Моряксен йышĕ хушăнсах пырĕ

ПАЯН районта “Морское братство – союз моряков” обществăлла организацийĕн ялавĕ айĕнче утакансен йышĕ сахалăнах мар: матроссен йăрăмлă кĕпиллĕ 300 çын. Туслă çемье çулсеренех пысăкланса пырать. Çуркуннехи призывпа çеç районти çар комиссариатĕнчен Тинĕс-çар флотĕнче службăна ирттерме тепĕр вунă çамрăк кайнă. Çар ветеранĕсем вĕсене хăйсен ят-чысне çÿлте тытма ăнăçу сунаççĕ.

Сăмах май, виçĕм çул Патăрьелĕнче, халăхра «Арбат» ят панă урамра, тинĕс хастарĕсем хăйсем укçа-тенкĕ пуçтарса моряксене халалласа уйрăм палăк лартрĕç. Мăн чулпа карап якорĕ райцентра илем кÿрекен вырăн пулса тăчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 июня 2012
00:00
Поделиться