Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕллевлĕ кĕмĕле усă курма та пĕлмелле

РАЙОНТИ пенси фондĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2007 çултанпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ача çуратнăшăн е ăна усрава илнĕшĕн 1393 çемье амăшĕн капиталĕпе усă курнă. Вĕсенчен 58 проценчĕ ăна йăлтах алла илнĕ.

Патшалăх паракан кĕмĕле 72 çемье çĕнĕ çурт-йĕр тăвас тата ăна реконструкцилес тĕллевпе расхутланă. 54-шĕ вара тунă çуртшăн компенсаци илнĕ. Тĕллевлĕ укçана пурăнмалли çурт-йĕршĕн кредита тавăрма, ачасем вĕреннĕшĕн тÿлеме яракансем те пур. Анчах хальлĕхе пепкине ясли-сада янăшăн татăлас тесе çырнă пĕр заявлени те çук-ха.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 мая 2012
00:00
Поделиться