Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăнлава ыраттармалăх сăлтав пур

ÇĔР çине хăналăх пурăнма килнĕ çын ĕмĕрĕ ытла та кĕске. Тепĕр чухне вара унпа та тухăçлă, кирлĕ пек усă курмастпăр: тем уйăратпăр, харкашатпăр, пĕр-пĕрне кÿрентеретпĕр, хаклă вăхăта сиенлĕ йăла-йĕркепе явăçса ирттеретпĕр.

Районти статистика пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, хĕрарăмсем вăтамран 77 çул пурăнаççĕ. Тĕрĕссипе, çакă кăмăла хуçакан чикĕ. Çыншăн вăл питĕ кĕске ĕмĕр. Çемье пуçлăхĕсен кун-çулĕ вара тата кĕске: 61 çул çеç! Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăнах яланлăх тĕнчене куçаççĕ вĕсем. Шутлама та хăрушă! Арçынсен сывлăхне упрассишĕн тăнлава ыраттармалли пурах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 мая 2012
00:00
Поделиться