Шурă халатлисем тупăшăва тухнă
РАЙОНТИ медицина сестрисем хăйсен професси уявне кашни çулах асра юлмалла паллă тăваççĕ. Шурă халатлисен пысăк çарĕ ăна кăçал та хаваслă ирттернĕ. Çак тĕллевпе вĕсем Патăрьелĕнчи “Паттăр” спорт комплексне пуçтарăннă. Районти больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Тинюковпа тĕп медицина сестри Ирина Перепелкина сывлăх хуралĕн ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламланă хыççăн тупăшусем пуçланнă. Тăхăр тĕрлĕ ăмăртура чи хастаррисем – поликлиника команди. Первомайски больниципе реанимаци уйрăмĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Хумханса сăнакансемшĕн сиплевçĕсем шывра ăста ишнине пăхма кăмăллă пулнă. Уйрăм спортсменсенчен Л.Смирнова чи лайăх кăтарту тунă. Т.Янтыковапа З.Кудряшова ĕçтешĕнчен кăштах çеç каярах юлнă.