КООПЕРАЦИ ИНСТИТУЧĕ ЙЫХРАВЛАТЬ
Вăтам шкул пĕтерсе алла аттестат илме хатĕрленекен çамрăксене тĕрлĕрен ыйту канăç памасть. Пурнăç çулĕ çине тухса йĕр хăварма ăçта вăй хумалла; Килĕшекен профессиллĕ пулма хăш вĕренÿ заведенине заявлени памалла; Шухăшламалăх, тупсăмне шырамалăх вăхăт пур. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, пирĕн республикăра, Шупашкарта, институтсемпе университетсем, тулашри аслă шкулсен филиалĕсем нумай – çирĕме яхăн. Вĕсенчен хăшне суйласа илмелле-ха; Тен, Шупашкарти коопераци институтне;
Çак аслă шкулта ĕçленĕ май, эпĕ хамăн ентешсене, Патăрьел районĕнчи яшсемпе хĕрсене (манăн тăван ялăм – Тури Туçа), пирĕн пата вĕренме килме сĕннĕ пулăттăм.
Коопераци институчĕ (тĕрлĕ формăпа 9 000 ытла студент вĕренет) – Шупашкарти чи лайăх аслă шкулсенчен пĕри. Унăн тĕллевĕ – студентсене тĕнчери стандартсене тивĕçтерекен професси пĕлĕвĕ парасси. Ахальтен мар вăл “Пахалăх –XXI ĕмĕрĕн ертсе пыракан факторĕ” енĕпе ĕçлет. Пахалăх конкурсĕсенче мала тухса, институт распубликăпа çĕр-шыв шайĕсенчи чылай наградăсене тивĕçнĕ. Наукăпа вĕрентĕве аталантарас тата пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрлес ĕçри кăтартусемшĕн института Ломоносов орденĕпе наградăланă.
Коопераци институчĕ кăçал 50 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çур ĕмĕр хушшинче вăл Мускав коопераци институчĕн вĕренÿпе консультаци пунктĕнчен пуçласа аслă професси паракан вĕренÿ учрежденийĕ таран ÿсрĕ. Институт – Раççей коопераци университечĕн филиалĕ. Институтра 5 факультет, 17 кафедра. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен, республикăри хуласемпе районсенчен килнĕ çамрăксем 12 тĕрлĕ специальноçа алла илеççĕ. Диплом илнисем потребкоопераци, экономика, финанс, маркетинг, юридици организацийĕсенче, суту-илÿ тата ытти предприятисенче ĕçлеме пултараççĕ. Çак тытăмсенче тăрăшакан кадрсен квалификацине ÿстерме институтра курссем те йĕркелеççĕ.
Коопераци институчĕ специалистсене нумай шайлă хатĕрлессин тытăмĕ çине куçнă. Çавна май кăмăл пуррисем бакалавриатăн тата магистратурăн направленийĕпе вĕренме пултараççĕ. Лицензи те, аккредитаци те пур. Халĕ Чăваш Енри ултă аслă шкулта юрист профессине алла илме пулать. Вĕсенчен пĕри кăна – коопераци институчĕ – юриспруденци магистрĕсене хатĕрлет. Пирĕн патра юридици ăслăлăхĕн 8 докторĕ ĕçлет.
Вăхăт таппипе тан пыма тăрăшать коопераци институчĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртет. Лабораторисемпе кабинетсем çите-лĕклĕ. Студентсене вĕренÿ пособийĕсемпе, кĕнекесемпе кирлĕ чухлех тивĕçтеретпĕр эпир. Библиотекăра черет тăрса хăшкăлма кирлĕ мар – пурте вулавçă билечĕ вырăнне штрих-кодлă карттăпа усă кураççĕ. Библиотека фончĕ пуян. Учебниксен, наука ĕçĕсен, электронлă тĕрлĕ документсен, тăтăшах тухса тăракан изданисен шучĕ 430 пин экземпляртан та иртет! Çĕр ытла хаçатпа журнал çырăнса илет институт библиотеки. Кунта тата кашни аудиторире тенĕ пекех çĕнĕ йышши компьютерсем вырнаçтарнă.
Пур факультетсемпе кафедрăсенче те пысăк квалификациллĕ преподавательсем вăй хураççĕ. Вĕсенчен 70 яхăн проценчĕн ăслăлăх степенĕ пур. 12 проценчĕ – наука докторĕ. Общество аталанăвĕн паянхи тапхăрне тĕпчесе тишкерекенсем сахал мар. Акă, сăмахран, Г. Калининапа Т. Сильвестрова профессорсем “Исследование социального развития, качества жизни и общественных потребностей” монографишĕн Чăваш Республикин патшалăх премине илме тивĕçлĕ пулчĕç. Асăннă наука ĕçне регионти экономистсем те пысăк хак параççĕ.
Институтри ăсчахсем хушшинче хамăр ентешсем те пур. Илер-ха 1942 çулта Аслă Арапуçĕнче çуралнă Николай Аверкиевич Исмуковах. Вăл философи наукисен докторĕ, профессор, РФ аслă професси вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, РФ Социаллă наукăсен академийĕн академикĕ, ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш халăх поэчĕ, коопераци институтĕнчи суту-илÿпе технологи факультечĕн деканĕ. Н. Исмуков – çĕр ытла наука ĕçĕн тата пилĕк монографин авторĕ. Литературăра та тухăçлă ĕçлет. Институтра Николай Аверкиевича чăннипех хисеплеççĕ, студентсемшĕн вăл – ырă тĕслĕх.
Институтри вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен проректор Алексей Николаевич Автономов та Патăрьел çынни. Çĕньялтан, биологи наукисен кандидачĕ, доцент. Бакалавриатпа магистратурăна тата аспирантурăна аталантарас тĕлĕшпе тăрăшать ентешĕмĕр.
Патăрьел районĕнчен тухнă паллă çынсем институт коллективĕнче татах та пур. Сăмахран, Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă Геннадий Герасимович Волковпа Александра Тимофеевна Деверинская доцентсем, Ирина Николаевна Горшкова аслă специалист, Упамсара çуралнă Владимир Александрович Купцов доцент, Патăрьелĕнче çуралнă вĕренÿ пайĕн тĕп специалисчĕ Галина Гавриловна Кириллова, кафедра ертÿçи Михаил Андреевич Кириллов профессор – Тикешрен, манпа пĕрле физкультурăпа спорт кафедринче ĕçлекен Николай Николаевич Мулгачев аслă преподаватель Аслă Чеменре çуралнă. Çакна палăртар, Михаил Игнатьевич Волков профессор 1964 çулта Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухса аттестат илнĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах вăл спортри çитĕнÿсемпе палăрнă, каярахпа Чăваш педагогика институтĕнчи физвоспитани факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Александра Деверинская пирки те çакнах каламалла. Хăвăрт утассипе çĕр-шывра, Европăра. Тĕнчере чапа тухнă ентешĕмĕр парнисене илессишĕн Аслă Арапуçĕнче çулсеренех ятарлă ăмăрту ирттереççĕ. Старта тухакансем хушшинче коопераци институчĕн студенчĕсем кашни çулах пулаççĕ.
Физкультурăпа спорт кафедри студентсемпе преподавательсене сывлăха çирĕплетес енĕпе йĕркеленĕ ушкăнсене, спорт секцийĕсене явăçтарать. Институт командисем хулари универсиадăна, республикăри тĕрлĕрен ăмăртусене тăтăшах хутшăнаççĕ.
Спортпа туслă тата вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, обществăлла мероприятисене тăтăшах хутшăнакансен ретне эпĕ хамăр ентеш-студентсене те пĕр иккĕленмесĕр кĕртнĕ пулăттăм. Камсем-ха вĕсем; Дмитрий Емельянов, Анастасия Перепелкина, Надежда Горшкова, Василий Иванов, Анастасия Федорова, Ильгис Махмутов, Татьяна Мулендеева, Эльвира Янтыкова тата ыттисем те. Юрă-ташă ăстисем, художество пултаруллăхĕн енĕсене кăмăллакансем те йышлă. Вĕсемшĕн тăрăшакансем – студентсен Канашĕ тата спорт клубĕ. Паллах, ректоратпа профсоюз комитечĕн те вăй хума, кирлĕ майсене шырама тивет.
Шупашкарти коопераци институтне 2006 çултанпа истори наукисен докторĕ Валерий Витальевич Андреев ертсе пырать. Институтра вĕренекен тата ĕçлекен çынсемпе вăл пĕр чĕлхе тупнă.
Ректор коопераци институтне вĕренме кĕрекенсене çакна пĕлтерме ыйтать: пурне те, уйрăмах пĕлÿлĕх енне туртăнакан çамрăксене, хапăлласах хамăр коллектива йыхравлать. Экзаменсенче кашни предметпах 90 балран кая мар пухнисем, тĕрлĕрен олимпиадăсен лауреачĕсем е спортра пысăк ăсталăх кăтартакансем тÿлевсĕрех вĕренеççĕ. Кăсăклантаракан информацине (факультетсемпе специальноçсем, миçе çул вĕренмелли, заявленисемпе экзаменсем, йăла условийĕсем тата ытти те) институт сайтĕнче тупма пулать.
Институт адресĕ: Шупашкар хули, М. Горький проспекчĕ, 24-мĕш çурт.
Николай ШАШКИН, физкультурăпа спорт кафедрин заведующийĕ, педагогика наукисен кандидачĕ.