Ырă çемьесене лекнĕ ачасем – телейлĕ
ХАЛЬХИ вăхăтра районта ашшĕ-амăшĕн çăмăлттайлăхне пула ют йăвара хÿтлĕх тупнă 56 ача воспитани илет. Вĕсем пурте кăтартуллă та тивĕçлĕ çемьесенче çитĕнеççĕ. Хăйсем çине виçесĕр пысăк яваплăх илнисенчен ытларах пайĕ пĕрер пепкене чун çывăхне йышăннă. Икшер, виçшер ачана кил ăшшине парнеленисем те пур. Упамсари Трофимовсем вара чăн-чăн пурнăç паттăрĕсем. Вĕсен “çунатти” айĕнче харăсах улттăн ăшăнаççĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)