Тирпейсĕрлĕх чир-чĕр сăлтавĕ ан пултăр
ÇĔР-АННЕМĔР ăшăнса хаш! сывласа янă, çĕр пĕвĕ тухнă хыççăн юрпа çумăр шывĕ тăпрана сăрхăнса кĕчĕ. Чылай хуçалăхсен тĕп сакайĕсенче, путвалсенче, пахча çимĕç хунă шăтăксенче шыв тăрать. Çакăн пек чухне шăнса пăсăласран çеç мар, ейÿ тапхăрĕнче тĕрлĕрен инфекци чирĕсемпе сиенленесрен те çирĕп асăрханмалла, гигиенăна пăхăнмалла. Килти çÿп-çап, тислĕк, йăларан тухакан ăпăр-тапăр юшкăн айне пулса çĕр айĕпе ĕçекен шыв çулне лекет. Вĕсем çĕрнĕ чухне вара организмшăн сиенлĕ тĕрлĕрен газсем (аммиак, метан, индол...) тухаççĕ. Хăш-пĕр инфекци чирĕсен вирусĕсем шывпа çĕрте темиçе уйăх çеç мар, çулсем те упранаççĕ. Çавăнпа та шыва вĕретсе çеç ĕçмелле, сиенленнĕ апат-çимĕçсенчен асăрханмалла, тасалăхпа тирпейлĕхе малти вырăна хумалла. Районти эпидемиологсем кун пирки пурте илтмелле “чан” çапаççĕ.