Ăсататпăр салтака ...
АПРЕЛĔН 1-мĕшĕнчен Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме кайма ят тухакансен тапхăрĕ – призыв кампанийĕ пуçланчĕ. Районти çар комиссариатĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, салтак аттине тăхăнакан çамрăксен шухăш-кăмăлĕ начар мар. Ара, сывă та тĕреклĕ кашни каччăн мăн асаттесен йăли-йĕркипе çак пысăк тивĕçе пурнăçламаллах ĕнтĕ. Урăхла тĕллев пуçра та пулмалла мар. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен кăçалхи çуркунне 70 яш присяга йышăнĕç. Шутлă вăхăт сисĕнмесĕрех иртĕ. Çулталăкран вара ăс-тăнпа пуянланса, хул-çурăмпа тĕрекленсе, хисеп çĕнсе тăван яла таврăнĕç. Вĕсене сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе каялла килме Турă пулăштăрах. Пулас салтаксен пĕрремĕш ушкăнне –12 каччăна– майăн 12-мĕшĕнче пил парĕç.