Çул çитменнисене – усăллă ĕç
РАЙОНТИ ĕçпе тивĕçтерекен центр патшалăхăн ытти программисемпе пĕрлех çул çитмен ачасене ĕçе явăçтарассипе те ăнăçлă тимлет. Кăçал çак ыйтăва пурнăçа кĕртме 238 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Çулталăк тăрăшшĕпе 280 çамрăк пушă вăхăтра тĕрлĕрен ĕçе явăçса хăйсен пĕчĕк тăкакĕсене саплаштарма пултараççĕ. Ку таранччен йывăртарах лару-тăруллă çемьесенчен 96 вĕренекене ĕçе вырнаçтарнă та. Коллективра вĕсем хăйсене тытма хăнăхаççĕ, аслисенчен ыррине вĕренеççĕ..