Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ÇĕНТЕРÿ УЯВĕ ИНçЕ МАР

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çĕнтерÿ уявĕ çывхарса килет. Çак паллă уява тивĕçлĕ шайра хатĕрленсе ирттерсе яма район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн пĕрремĕш ларăвĕнче çывăх вăхăтри ĕçсен планне çирĕплетнĕ, комитетри кашни членăн тивĕçĕсене палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, ларăва ертсе пынă май, ял тăрăх администрацийĕсен вырăнти палăксене тирпей-илем кĕртес, ватăсене социаллă пулăшу парас енĕпе тăрăшмаллине палăртрĕ. Çавăн пекех больницăра ветерансен сывлăхне тĕплĕн тишкерессине, район центрĕнчи парикмахерскисемпе мунчара уяв эрнинче вĕсене уйрăммăн йышăнассине йĕркелĕç, шкулсенче тĕрлĕрен мероприятисем ирттерĕç. “Пирĕн ветерансем çинчен уяв кунĕсенче çеç аса илмелле мар, вĕсен сывлăхĕ, кулленхи пурнăçĕ пирки тăтăшах тимлемелле”, – палăртрĕ Николай Иванович.

Аслă çĕнтерĕвĕн 67-мĕш çулне паллă тума ял тăрăхĕсен администрацийĕсене, районти пĕтĕм предприяти-организацине те активлă хутшăнма сĕннĕ.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
14 апреля 2012
00:00
Поделиться