КАШНИ ĕçПЕ – ТĕРĕС ЙЫШĂНУ
Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн Шăмăршă район судне Патăрьелĕннипе пĕрлештернĕренпе апрелĕн 5-мĕшĕнче çулталăк çитет. Çавăнпа та паян правопа çыхăннă ыйтусем икĕ района те пырса тивеççĕ. Çак кунсенче Патăрьел район сучĕ пĕл-тĕрхи ĕçсене пăхса тухса пĕтĕмлетнĕ. Çулталăк тăршшĕпе 114 уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Вĕсенчен 19 преступника ирĕкрен хăтарнă, 38-шне ирĕкрен хăтармасăр тĕрлĕрен йышăну тунă, 22 çынна штраф панă. Суд сакки çине ларнă 13 хĕрарăм ячĕпе айăплав приговорĕ кăларнă. Явап тытакансенчен иккĕмĕш хут суд умне тăракансем те пур. Çакнашкаллисем 12-ĕн. Çылăха кĕнисенчен 28-шĕ преступленине ÿсĕр пуçпа тунă. Вĕсемшĕн чăнах та чавси çывăх, анчах çыртма çук.
Пăхса тухнă уголовлă ĕçсенчен çирĕммĕшĕ суд йышăнăвĕпе килĕшмен. Вĕсенчен 18 ĕçне улшăнусăр, малтанхи йышăнупах хăварнă.
Граждансен ĕçĕсем уйăхне 20,4 процент йышăнаççĕ. Республикипе вара вăл самай пĕчĕкрех – 18,7 процент çеç. Çулталăкра гражданла ĕçсенчен çитмĕл улттăшĕн йышăнăвĕпе килĕшмен, вĕсенчен 58-шне малтанхи пекех хăварнă.