Тÿлевсĕрех – çĕнĕ професси
РАЙОНТИ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хăй хÿтлĕхне илнĕ çынсене тÿлевсĕрех çĕнĕ професси илме пулăшать. Кăçал çеç çак тĕллевпе 17 çынна тĕрлĕ специальноçпа вĕренме янă. Вăл шутра “С” категориллĕ трактористсем, котельнăй операторĕсем, “Е” категориллĕ водительсем, хуралçăсем, “1С Предприяти” программăпа ĕçлекен бухгалтерсем пур.
"Авангард" (газета Батыревского района)