Аттестацилесси – ертÿçĕн тĕп тивĕçĕ
Ĕç – çыншăн пурнăç иле-мĕ. Кашни ирех хăйĕн юратнă ĕçне утни–телей. Çавăнпа та ертÿçĕн тĕп тивĕçĕ работника чăн малтанах производствăра кирлĕ пек тăрăшма условисем туса парасси пулмалла. РФ сывлăх сыхла-вĕпе социаллă аталану министерствин 2011 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кашни ĕç вырăнне аттестацилемелле. Çакă харпăрлăх форминчен килмест: патшалăх е муниципаллă предприяти-и вăл, автономлă е бюджет учрежденийĕ...
РФ Ĕç Кодексĕпе ки-лĕшÿллĕн хуçа чăн малтанах зданипе сооруженисенче хăрушсăрлăх туса памалла, производствăра кирлĕ оборудованисемпе, инструментсемпе, материалсемпе тивĕçтермелле. Тĕрĕслевсем уйрăм ертÿ-çĕсем çак нормăсене пăхăнманнине кăтартса пачĕç.
Иртнĕ çул çак ыйтăва “ПМК “Батыревская " 9” “Батыревская МТС» обществăсенче, Патăрьелĕнчи тĕп больницăра, “Колос”, “Мир”, Ленин ячĕллĕ агрофирмăра, “Малалла” хуçалăхра, “Батыревский водоканал” обществăра мĕнле татса панине тĕ-рĕсленĕ, çитменлĕхсене тупса палăртнă, пурне те административлă майпа айăпланă.