Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çветтуйсем умĕнче пуç тайма пулĕ

ПĔЛТĔР Мускаври Çветтуй Матронăн çĕрмен ÿтне (мощине) Шупашкара та, Канаша та илсе килчĕç. Инçе çула çывăх туса пирĕн районтан та çĕршер, пиншер çын хăй мĕн ĕмĕтленнине пурнăçлама пулăшу ыйтса ун çумне сĕртĕнчĕ. Çывăх вăхăтра çакнашкал май хамăр районтах пулать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче православи тĕнне тытса пыракансем çине тăрсах ыйтнине тивĕçтерсе февралĕн 25-27-мĕшĕсенче çветтуйсен ÿчĕсен пĕр пайне Сăкăтри Христос çуралнă ячĕллĕ чиркĕве илсе килĕç. Февралĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 3-мĕшĕччен – Патăрье-лĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркÿре лартаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 февраля 2012
00:00
Поделиться