Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеплĕ ята илнисен çарĕ ÿсет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшÿллĕн, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те стаж çитнипе “Ĕç ветеранĕ” удостоверенине илекенсен йышĕ пысăклансах пырать. Хушма çăмăллăхсемпе усă курас текенсем пирĕн районта 800тен те ытла иккен. Хальхи вăхăтра ял поселенийĕсенче 40 тата 45 çул ырми-канми тăрăшнă хĕрарăмсемпе арçынсене чыслă лару-тăрура сумлă ят илнĕ ятпа саламлаççĕ. Çак кунсенче ĕнентерÿ документне 242 ватă алла илĕ.

Районти пенси фончĕн ĕçченĕсем тепĕр 460 çыннăн хучĕсене хатĕрленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 февраля 2012
00:00
Поделиться