Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕллев – граждан прависене хÿтĕлесси

Кăрлачăн 12-мĕшĕнче пĕрремĕш Петĕр патша указĕпе Раççейре прокуратура тытăмĕ туса хунăранпа 290 çул çитет. Çак сахал мар вăхăтра йĕрке хуралĕн органĕ самай тĕрекленнĕ. Паян унăн тĕп тĕллевĕ – граждансен прависене хÿтĕлесси, саккунлăха çирĕплетесси. Ку тĕлĕшпе пирĕн Патăрьел район прокуратури начар мар ĕçлесе пырать. 2011 çул итогĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи прокуратурăна республикăра чи лайăххисен шутне кĕртнĕ. Çакă, паллах, кунта тăрăшакан кашни работник хăйĕн тивĕçне чун-чĕререн пурнăçланинчен нумай килет. Сахал йышпа пулсан та кунта пысăк ĕç тăваççĕ. Иртнĕ çул, сăмахран, саккуна пăснă 1103 тĕслĕхе тупса çирĕплетнĕ. Çулталăк тăршшĕпе район судне 476 тавĕç тата заявлени (мĕнпурĕ 3220 пин тенкĕлĕх) тăратнă.

Хальхи вăхăтра вырăнта коорупципе кĕрешессипе пикенсе ĕçлемелли пирки çивĕч калаçу пырать. Район прокуратурин витĕмĕпе иртнĕ çул 20 представлени çырнă, пĕр уголовлă ĕç пуçарнă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
11 января 2012
00:00
Поделиться