Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Поэт çеç мар, публицист та...

Мĕнле вырăн йышăннă-ха поэтăн пултарулăхĕнче публицистика ĕçĕ; Поэт е писатель çут çанталăка ывăлĕ амăшне хисепленĕ пек хисеплемелле. Ăна произведение илемлĕх кÿрекен япала пек анчах усă курмалла мар. “Народное дело” статьяра автор пĕррехинче, уçăлса çÿренĕ хыççăн, çамрăк поэтăн сăввине итлени çинчен каласа парать. Сăвăра хĕрпе каччă Энĕш хĕрринче çут çанталăк илемĕпе киленеççĕ. Ухсай: “Сирĕн ялта йăмрасем пур-и;” – тесе ыйтсан, çамрăк вĕсене касса пĕтерни çинчен пĕлтернĕ. “Çакăн çинчен çырмалла та сан”, – тенĕ Яков Гаврилович. Çыравçăн çут çанталăка хÿтĕлесе, сыхласа хăвармашкăн чĕнсе çырмалла.

Ухсай çĕр ĕçченĕн шăпишĕн чылай пăшăрханать, йывăр лару-тăрăвĕнчен тухмалли çул-йĕре кăтартса парать. “Çĕре, çут çанталăка ăнланакан çын” пурнăçĕ поэтăн публицистикинче пысăк вырăн йышăнса тăрать. Унăн тĕп сăнарĕсем – ял ĕçченĕпе çĕр. Поэт вара вĕсен хушшинчи килĕшĕве упрама чĕнекен йыхравçă.

Ухсай çырнă статьясем тĕрлĕ вăхăтра республикăра тата унăн тулашĕнчи хаçатсенче тухса тăнă: “Чăваш хресченĕ” (30-мĕш çулсем), “Чăваш коммуни”, “Коммунизм ялавĕ”, “Красная Чувашия”, “Советская Чувашия”, “Литература и жизнь”, “Литературная Россия”...

Ухсай Яккăвĕ çут çанталăк çине хресчен куçĕпе пăхнă. Чăваш хресченĕ таса чунлă çĕр ăсти пулнине, çут çанталăка çывăх пулнине вăл лайăх ăнланса çырнă. “Çăка çулçи çаврака, мĕн каласа çырнă-ши;” – тесе юрланă ĕлĕкхи чăвашсем. Чăнах та, тăван тавралăха упрама пĕлмесен, мĕн калĕç-ши пирĕн çинчен килес ăрусем;” (Пурнăç çăлкуçĕ”). Çапла Ухсайăн “çут çанталăк публицистикин” тĕп шухăшĕ.

Авалхи çынсем çут çанталăкăн усал вăйĕсенчен шикленнĕ, шыва та, вăрмана та, пуç тайнă. Эпир, çĕнĕ самана çыннисем, çĕре турă вырăнне хумастпăр, анчах çĕр пире тăрантса, тумлантарса пурăннипе, вăл чăнах та пирĕн чăн-чăн аслă анне пулнине пĕр самант та манмастпăр. Пире, хăйĕн ачисене, çĕр пăхать пулсан, эпир хамăр та çĕре тăлăх Тарье аппа вырăнне хумалла мар, ăна типтерлĕ пăхмалла, çителĕклĕ таран им-çам та, шыв та памалла.

Ытларах чухне поэтăн статйисемпе очеркĕсем хăйĕн тăван çĕрĕ-шывĕпе çыхăннă. Вĕсенче асăннă вырăнсем поэтшăн питĕ çывăх: Шупашкар, Карач – кунта вăл пурăннă, ĕçленĕ. Анчах вăл хăй вĕреннĕ тата ĕçленĕ Ĕпхÿ çинчен те манса каймасть. Хула ÿссе, илемленсе пыни сăвăçа савăнтарать, çав хушăрах экологи ыйтăвĕ çивĕч тăни ăна пăшăрхантарать. Уйрăмах çак хула вырнаçнă, хăй юратакан Белая юхан шывăн шăпи чунне ыраттарать.

Çын çут çанталăкăн ырлăхĕ иксĕлми тесе-ши, çĕр паракан пуянлăхпа тискерле ашкăнать: пулас ăрусем çинчен шутламанни ку. Хальхи самана çыннисене малтанхи ăрусем тунă йăнăшсем паянхи кун та кансĕрлеççĕ. Мĕн чухлĕ сиен кÿнĕ тавралăха çĕр-анне пуянлăхĕпе тĕрĕс усă курманни! Çут çанталăка сыхласси çине нумай пуçлăх халĕ те куçне хупать. Пуçлăхсем анчах мар, ахаль çынсем те курасшăн мар çакна.

“Ĕçсемпе шухăшсем” очеркра Ухсай хăйĕн тусĕпе Евтихий Андреевичпа, Сĕнтĕр (хальхи Муркаш) районĕнчи колхоз председателĕпе, хуçалăхăн кулленхи ыйтăвĕ, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашать. Çак колхоз 60-мĕш çулсенчи чи паллă колхозсенчен пĕри, ыттисемшĕн лайăх тĕслĕх пулнă. Очерка автор çут çанталăк çинчен çырнипе пуçласа вулакана хăй тыткăнне илет: “Шоссен икĕ хĕррипе тăсăлакан вăрман паспа витĕннĕччĕ, пĕр туратне те хускатса илмесĕр тĕлĕретчĕ, тĕрĕсрех каласан, пĕлĕт кашти хуçăлса кайнă пекех лăс-лăс тăкăна пуçларĕ... Машина кăпăш юр çинче шуни сисĕнмест те – юмахри сĕт кÿллинчи кимĕ пек ишсе пырать. Муркаш çулĕ çине пăрăнса кĕрсенех, тухман çын тухсан тăман тухнă тенĕ пек пулса тăчĕ”. Акă тата тепĕр ухсайла тĕслĕх: “...Çил-тăман урлă-пирлĕ варкăшать, машина умне шурă сурăх кĕтĕвĕ пек кĕрт хĕвсе хăварать... Çул çинчи çыннăн, кĕтмен çĕртен йывăрлăх килсе тухсан, чĕлхи çăмăлланса каять, çил пальто аркине çурса пăрахас пек силленĕ чухне те калаçас килет...”.

Очерка çапла илемлĕ метафорăсемпе уçса пани мана хама питĕ кăсăклантарчĕ, малалла мĕн çырнине вулас килекен турĕ. Статьяра çил-тăмана чĕрĕлетсе сăнлани ăна витĕмлетсе урăхла сĕм кÿрет. Ман шутпа, Ухсай çакна çырса кăтартман пулсан, эпир колхоз çыннисен ĕçченлĕхне пачах урăх куçпа курнă пулăттăмăр. Капла вара Муркаш çыннисем “тăманран хăрамасăр” ĕçленине куратпăр.

“Халăхсен туслăхĕ” очеркра (“Чăваш коммунĕ”, 1933, июлĕн 16-мĕшĕ) Чăваш делегацийĕ Тутар республикине епле кайса килнине, унта мĕн курнине çырса кăтартнă, тутарсен опычĕпе чăваш вулаканне паллаштарнă. Çĕнĕ саманари çамрăксем çинчен Ухсай “çĕр чĕлхи” статйинче çырать: “Никам та халĕ çамрăксене типĕ çăкăрпа сивĕ шыв ĕçтересшĕн мар, анчах йывăр ĕçрен тарса çÿрени, хура тăпра ĕçне тиркени, урамсенче чарт та чарт сурса çÿрени ырлăх патне илсе пымасть. Питĕ çăмăл пурăнакан тÿрĕ пилĕклĕ çамрăксем пур. “Аçу-аннÿ çĕр ĕçленĕ. Эсир тăпрара ан чакаланăр”, – çакăн пек усал пиллĕх панă вĕсене тăванĕсем, çĕре тиркеме, чалт шурă хутпа авторучкăна юратма вĕрентнĕ”.

Çак юлашки сăмахсем питĕ хивре янăраççĕ. Мĕн каласшăн пулнă Ухсай вĕсемпе; Авторучкăпа, шурă хутпа вăл хăй те ĕçлемест-им вара; Кунта автор урăххине калас тенĕ: авторучка тыттарма вĕрентнĕ, анчах ĕçе юратма вĕрентесси çинчен шутламан. Ялтан килнĕ каччăсемпе хĕрсене амăшĕ шăпах авторучкăпа, шур хутпа чипер ĕçлеме хушса янă ĕнтĕ, анчах çакăнтан мĕн пулса тухнине куратпăр. Ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрĕс мар вĕрентни ял хуçалăхне каялла туртакан тепĕр сăлтав. Автор “çĕнĕ хресченсене” те хÿтĕлемест: “Машинăсем те пĕр пекрех ĕçлеççĕ, çумăрсем те пĕр пекрех çăваççĕ, анчах тырăсем пĕр пек хĕвĕнсе пулмаççĕ”. Эппин хресчен япăх ĕçлет, вырăнти пуçлăхсем çĕр ĕçне ăнланса çитереймеççĕ. Юлашкисене вара колхозниксем хăйсемех суйлаççĕ-çке. “Колхозниксем халиччен курман-илтмен, хурăн тăрри урлă хурăнташ çынна председатель вырăнне суйласа лартни нумай чухне ырăпа вĕçленмест. Халăха палламан, çĕр ĕçне пĕлмен этем укçа илсе ларать те хăй тухса шăвăнать, е ăна кăларса яраççĕ...”.

Куратпăр, кунта публицист питĕ кăра тиркевçĕ, ялта мĕн пулса иртни ăна тарăхтарать: эрози сарăлни, ялтан çынсем тарни. Çакă ял хуçалăхне ла-йăхлатас мелсене шырама, тарăн шухăша путма хушнă. Ухсай шучĕпе вара, ял хуçалăхне çĕклес ыйтура чи малтан хресчен тăмалла. Лайăх председателе лартсан, “çĕр чĕлхине ăнланса пырсан... колхозри Нарспи пек ĕçчен те маттур хĕрсене колхозран тухса тарма мар, сарлака уй-хирсенче савăнса ĕçлеме вăрăм ĕмĕр сунĕччĕ”.

Аслă сăвăçăмăрăн вичкĕн публицистикине В. П. Станьялпа И. Я. Тенюшев ăсчахсем тĕпченĕ. Анчах “шĕкĕлчемелли” татах та нумай: сăвăçăн философине, тĕнчекурăмне, сăн-сăпатне вулакана анлăрах уçса памалла.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
14 декабря 2011
00:00
Поделиться