Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кузьмин парнисемшĕн

Кăçалхипе 23-мĕш хут йĕркелерĕç волейбол спортне юратакансем Николай Иванович турнирне. Н. Кузьмин волейболист çеç мар, ăста тренер, краевед, историк пулнипе те палăрса тăнă. Пурăннă чухне Первомайски шкулĕн вĕренекенĕсене çĕр-шывăн хăш кĕтесне çеç илсе кайса кăтартман-ши вăл. Волейбол енĕпе район, республика чемпионĕсене мĕн чухлĕ хатĕрлемен-ши тата! Ырă та пархатарлă ĕçĕ манăçмасть.

Турнир парадне 10 команда йĕркеленсе тăчĕ. Спортсменсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Секретов, шкул директорĕ В. Чернышов, В. Кузьминпа вăхăтĕнче пĕр командăра вылянă ветерансем – Н. Козлов, А. Долгов, И. Хитров, В. Бородкин, Р. Сафиуллов, В. Романов, Г. Краснов – саламларĕç.

Командăсем виçĕ ушкăна пайланса вылярĕç. Вă-йăсем пĕрин хыççăн тепри çивĕч те интереслĕ иртрĕç. Уйрăмах “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн волейболисчĕсем Шурутсемпе выляни куракансене тыткăнларĕ. Шел Патăрьелсем хăнасене парăнтараймарĕç. “Батыревский” хупă акционерсен пĕрлешĕвĕн команди хăйсен ушкăнĕнче çĕнтерсе малалла выляма ирĕк илчĕ. Пĕрремĕш ушкăнран финала профучилищĕре вĕренекенсемпе хуçасем тухрĕç. Çапла вара виççĕмĕш вырăншăн Шурутсемпе Первомайскисем вылярĕç. Хуçасен ăсталăхĕ çитмерĕ курăнать. Шурутсем виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Турнир çĕнтерÿçи “Батыревский” команди пулчĕ. Иккĕмĕшĕнче – профучилище спортсменĕсем. Мала тухнă командăсем парнесене тивĕçрĕç.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
14 декабря 2011
00:00
Поделиться