Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăста вылякансем çĕнтерчĕç

Районти “Паттăр” спорткомплексра шахмат турнирĕ иртрĕ. Малтанхи виçĕ партинче Кзыл Камышри Р. Якупов çĕнтерсе пычĕ. Унтан çĕнтерÿ-çĕсен шутне Хирти Пикшикри Р. Даутов кĕчĕ. Н. Федоров федераци президенчĕпе Р. Сафиуллов та хăйсен ăсталăхне кăтартма пуçларĕç. Пил-лĕкмĕш турта Р. Якупов Н. Федоровран выляса ячĕ. Хăйне кура А. Суйманов та фигурăсене шухăшласа куçарать, анчах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрес тесен унăн ытларах та ытларах очко пухмалла. Çиччĕмĕш турта Р. Якупов Н. Федорова каллех выляса ячĕ пулин те саккăрмĕшĕнче мала тухас шанăçне çи-рĕплетрĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшне Н. Федоров тухрĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Р. Даутов. Çĕнтерÿçĕсене шахмат спорчĕн федерацийĕ ячĕпе грамотăсем пачĕç.

Шашкăлла выляс енĕпе ял поселенийĕсен командисем ăмăртрĕç. Пĕр-ремĕш вырăна Патăрьелсем, иккĕмĕшне Сăкăтсем, виççĕмĕшне Ыхра Çырмисем тухрĕç.

Харкам хăйшĕн выляса вара спорт мастерĕн кандидачĕ Н.Федоров пĕр-ремĕш, В. Суйманов иккĕмĕш вырăнсене илчĕç. Бронза Сăкăтри Ф.Артамонова тивĕçрĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
14 декабря 2011
00:00
Поделиться