Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ÇĕНĕ ПРЕДМЕТ КИЛĕШЕТ

Ман умра– чăваш халăх поэчĕн Николай Исмуковăн икĕ кĕнеки. Пĕрремĕшĕ “Тăван кĕтес” ятлă. Ăна 1985 çулта кăларнă. Ку пирĕн паллă янташăмăрăн халăх çине тухнă пĕрремĕш сăвă пуххи. Кăкăр кĕсйине чиксе çÿремелли блокнот евĕр пĕчĕк кăна та çÿхескер вăл. Вунă пуспа туянма пулнă ăна лавккасенче ун чухне. Автор кĕнекене шкулти аслă классенче вĕренекенсене вулама сĕннĕ.

Тепри вара самай хулăм. Ăна, шап-шурă хут çине пичетлесе, чаплă хупăпа витнĕскере, алла тытма та кăмăллă. “Хуратнă кĕмĕл” ятлă ку. Хальхаççăн кăна пичетленсе тухнă-ха вăл, сăрă шăрши те пĕтмен темелле.

Чунтанах савăнатăп янташ-тусăмăн çĕнĕ анлă утăмĕшĕн. Çак иртнĕ виçĕ теçетке çул ытларах тапхăрта Николай Аверкиевич пурĕ 12 кĕнеке калăпласа кăларчĕ. Кашнийĕ –Чăваш хутлăхĕшĕн аслă пулăм. “Çĕр юрри”, «Ахăрсамана” “Парăм”, “Тĕнче ытамĕнче”, “Хĕрлĕ пилеш сапаки”, “Хура пилеш сапаки” кĕнекисем пирки пĕлмен çын та сахал юлчĕ-тĕр. Виçĕ çул каялла сăввисене “В мире подлунном” кĕнекене кĕртсе вырăсла та «пĕçерсе» кăларнăччĕ. Чăваш наци библиотекинче аслă презентаци йĕркелени те асрах-ха. Тăван халăхăн историллĕ шăпи, çамрăклăх, шанчăклă юрату, ырăпа усал темисене тарăннăн хускатнă пултарулăха вырăссемсĕр пуçне тутар, мари, çавăн пекех француз, акăлчан чĕлхисене те куçарнă. Уйрăм сăввисене Италире кăларнă чăваш поэзи анталогине кĕртнĕ. Литературăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн 2009 çулта хăйне Чăваш республикин Президенчĕн указĕпе “Чăваш халăх поэчĕ” хисеплĕ ят пачĕç. Маларах «Чăваш республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ» ята тата Чăваш республикин премине (литературăпа искусство енĕпе) тивĕçнĕччĕ.

Пирĕн хаçат вулаканĕсем пултаруллă янташăмăра лайăх пĕлеççĕ. “Çăварни çатми пек тикĕс çĕрте вырнаçнă Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç. Урамсен ик айккипе ик аркăллă кĕпеллĕ инкесем пек ларса тухнă йăмрасем. Пирĕн кас умĕнче пилĕкне авса юхан Пăла яланах тарават пире, хуларан кучченеçпе таврăнан ывăл-хĕрĕсене, шăнкăр-шăнкăр пуплевĕпе хирĕç тухса кĕтсе илет. Пĕчĕк пахчаран шенкер куçлă вĕтĕ чечексем хĕрачасем пек вăтанса урамалла пăхаççĕ... Епле хитре сăмахсем каламăн хитре ялăм çинчен! Тăван тавралăха савса сăвă çырмах çуралнă пулĕ эпĕ 1942 çулхи мартăн 2-мĕш кунĕнче...”, – çырать вăл хайхи çĕнĕ кĕнеке умсăмахĕнче.

Николай Аверкиевич наукăра та çăлтăр çути евĕр палăрнă çын. Урал патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн аспирантурăра тата докторантурăра вĕреннĕ. Вăл философи категорийĕ, синэнергетика,наци культури тата ытти ыйтусемпе пилĕк монографи, нумай-нумай статья çырнă. Вăлах философи наукисен докторĕ, профессор. Хальхи вăхăтра Шупашкарти коопераци институтĕнче суту-илÿпе технологи факультетне ертсе пырать. Паян эпир хамăр вулакансене асăннă “Хуратнă кĕмĕл” кĕнекери хăшпĕр сăвăсемпе паллаштаратпăр.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
10 декабря 2011
00:00
Поделиться