Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Суйлавран-суйлава: Патăрьел районĕ

Сывлăх хуралĕнче – тĕп больница, Первомайскинчи участок больници, пĕтĕ-мĕшле практика врачĕн 10 офисĕ, 30 фельдшерпа акушер пункчĕ. Сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче 72 врач вăй хурать. Вĕсенчен 15-шĕ аслă, иккĕшĕ пĕрремĕш, саккăрĕшĕ ик-кĕмĕш категориллĕ. 329 вăтам медицина персоналĕ ĕçлет. 2008 çулта районти тĕп больницăра çĕнĕ корпус хута янă. Унта терапи, неврологи уйрăмĕсем, физиотерапи, ача-пăча тата хĕрарăм консультацийĕсем вырнаçнă. Çак çулхи чÿк уйăхĕнче патологи-анатоми уйрăмне уçнă. Операци тăвакан блока тĕпрен юсанă (968 пин тенкĕлĕх).

10 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ медицина оборудованийĕ туяннă. Унсăр пуçне декабрьте 23 миллион тенкĕлĕх цифрăллă томограф илсе килнĕ.

2009 çулта Сăкăтри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне юсаса çĕнетнĕ. Унта республика бюджетĕнчен 1 миллион та 446 пин, район бюджетĕнчен 470 пин те 830 тенкĕ укçа тăкакланă. Район больницин хирурги, травматологи, стоматологи кабине-чĕсене юсанă. Хирургипе травматологи уйрăмĕсем валли 124 пин те 530 тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ туяннă.

Иртнĕ çул та сиплевпе профилактика учрежденийĕн пурлăхпа техника базине тĕреклетес енĕпе пысăк ĕçсем тунă. Реанимаци, инфекци уйрăмĕсене, клиника-диагностика лабораторийĕсене тĕпрен юсанă. Патăрьелĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне уçнă.

Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ “Республикăри чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ – 2010” ята тивĕçнĕ.

Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли республика программине пурнăçа кĕртсе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 5 персоналлă компьютер туяннă. Электронлă регистратура ĕçлет.

Педиатринче 2, травматологинче 7, хĕрарăмсен патологийĕнче 5 хушма койкăсем уçнă.

Малашлăхра Нăрваш Шăхалĕн фельдшерпа акушер пункчĕн базинче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçма палăртаççĕ.

2012 çулта поликлиникăпа ача-пăча уйрăмне тĕпрен юсама 10 млн. тенкĕ укçа уйăрнă.

Сывлăх сыхлавçисен уйăхри вăтам ĕç укçи кăçалхи çур çулта 7891 тенкĕпе танлашнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2011
00:00
Поделиться