Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хÿтлĕх пайне – пысăк ĕмĕтпе

РЕСПУБЛИКА Президенчĕн ĕç ветеранĕ çинчен калакан çĕнĕ Указне пирĕн район çыннисем те хапăлласа йышăнчĕç. Унпа килĕшÿллĕн ĕç стажĕ 40 тата 45 çул пуçтарăннă хĕрарăмсемпе арçынсем çак хисеплĕ ята тивĕçсе патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курма пултараççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çакнашкал ушкăна лекекенсем ултçĕре яхăн çын. Районти хÿтлĕх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канăва тухнă çĕр ытла ватă хăйсен ĕç стажне кăтартакан документсене хатĕрлесе панă та. Вĕсем хушшинче ытларах ĕмĕр тăршшĕпе колхозра ĕçлесе пенсие кайнисем.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2011
00:00
Поделиться