Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çырăва хаклаççĕ

А. Падусев – Сăкăтри вăтам шкул директорĕ:

– Пирĕн ырă пуласлăх çитĕнекен çамрăк ăруран килет. Президент Патшалăх Канашне янă Çырура çакна уйрăммăн палăртнă. Хальхи вăхăтра республикăри чылай ялта шкул çурчĕсене юсас, вĕсене компьютерсемпе пуянлатас, автобус паркне çĕнетес ыйту çивĕч тăрать. Чăваш Ен ертÿçи вĕренекенсене, çавăн пекех шкул çулне çитмен ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ, воспитани илме кирлĕ условисем тăвасси пирки конкретлă каланă. Ку тĕлĕшпе, паллах, пирĕн коллектившăн пысăк телей пулчĕ. Эпир тĕнче шайĕнчи хăтлă шкулта вĕренетпĕр.

Шкулта паянхи куна ти-вĕçтерекен компьютер, ют чĕлхе тата ытти кабинетсем пур. Вĕренÿ программисĕр пуçне ачасем кружоксенче тавракурăма анлăлатаççĕ. Республика элтеперĕ Çырура шкулти апатланăвăн пысăк пахалăхĕ пирки те асăннă. Ку йĕрке пирĕн коллективра паян та çирĕп пурнăçланса пырать.

А. Илюткин – “Исток” çĕр ĕç фирмин генеральнăй директорĕ:

– Çырура паянхи пурнăçа тĕрĕс хак пани, вăл тарăн та анлă шухăшлă пулни, чăнлăхпа килĕшсе тăни туйăнать. Приоритетлă наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа Чăваш Ен агропромышленноç комплексне хывнă инвестицисен калăпăшĕ, бюджетсен укçа-тенкине шута илмесĕр, 26 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнă. Эффективлăх кăтартăвĕсем çĕршывра чи пысăккисенчен пĕри пулни те кăмăллă. 100 гектар пуçне выльăх-чĕрлĕх, сĕт туса илессипе Раççейрипе танлаштарсан 2-3 хута яхăн ÿснĕ. Ку енĕпе илес пулсан, наци проектне пурнăçлама тытăннăранпах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те производство кăтартăвĕсем çулсеренех лайăхланса пыраççĕ.

Д. Гайнуллина – Патăрьелĕнчи “Родник” реабилитаци центрĕн врачĕ:

– Çырура М. Игнатьев Президент сывлăх сыхлавĕ пирки пĕлтерĕшлĕ пĕтĕмлетÿсем тунă. Ку таранччен Чăваш Енре те, çĕр-шывра та ку енĕпе нумай ыйтăва пурнăçа кĕртнĕ. Республикăра та, районта та ача çуратасси ÿсни, çамрăксем вилесси чакнипе çыхăннă ыйтусем савăнтараççĕ. Кунтах медицина пулăшăвĕ кÿрессин пахалăхне çĕклемеллине палăртнă. Çын сывлăхне сыхлас, тĕрлĕ чир-чĕртен профилактика тăвас ĕçре çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шухăшлатăп. Юлашки çулсенче пирĕн районти тĕп больница та, санатори-профилактори те çĕнĕрен те çĕнĕ сиплев оборудованийĕсемпе пуянланчĕ. Çакă вара чăн малтанах медицина пулăшăвĕн ĕçĕсене пахарах, халăх сывлăхне çирĕпрех тумамай парать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2011
00:00
Поделиться