Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çакна кашни суйлавçăн пĕлмелле

Кăçалхи раштавăн 4-мĕшĕ Раççей халăхĕшĕн истори пĕлтерĕшлĕ кун пулса çырăнса юлĕ. Хĕл уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ иртĕ. Алла бюллетень илсен кашни çыннăн яваплăха çирĕп туймалла, суйлавпа çыхăннă йĕркесене те шанчăклă пĕлмелле. Çак тĕллевпе эпир Патăрьел территори суйлав комиссийĕн председателĕпе Н. В. Емелинăпа калаçрăмăр.

– Наталья Васильевна, чăн малтанах кашни суйлавçăн мĕн пĕлмелле;

– Хамăр пуласлăхшăн сасăлакан çын алла 3 суйлав бюллетенĕ илĕ. Пĕрремĕшĕ – парти спискĕсемпе тăратнă Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсене суйламалли бюллетень. Кунта кăçал çĕнĕлĕх те пур. Маларах РФ Патшалăх Думин депутачĕсене тăватă çуллăха суйлаттăмăрччĕ пулсан, кăçалтан – пилĕк çуллăха. 1-мĕш бюллетеньре суйлава хутшăнма ирĕк илнĕ 7 политика партийĕсен ячĕсем пулĕç.

Иккĕмĕшĕ – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене парти списокĕпе (урăхла каласан, пĕрлĕхлĕ суйлав округĕпе) суйламалли бюллетень. Кунта суйлава хутшăнма ирĕк илнĕ пилĕк партин ячĕ пулĕ. Пĕр мандатлă суйлав окру-гĕсемпе суйланакан кандидатсен хушамачĕсем – виççĕмĕш бюллетеньре. Эпир, район суйлавçисем, пĕр мандатлă Патăрьел 2-мĕш округне кĕретпĕр. 1-мĕшĕпе 2-мĕш бюллетеньсене кĕртнĕ партисен ячĕсене списока шăпа ярса палăртнă йĕркепе вырнаçтарнă. Виççĕмĕшĕнче кандидатсен хушамачĕсене алфавитпа пичетленĕ.

Тăрăн ял поселенине кĕрекен Кĕçĕн Патăрьелĕнчи 98-мĕш суйлав участокĕнчисемшĕн тăваттăмăш бюллетень те пулĕ. Вĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органне суйламалли хушма суйлав правипе усă курса район Пухăвĕн депутачĕшĕн хăйсен сассисене парĕç.

– Суйлав бюллетенĕсене камсем илме пултараççĕ;

– Саккун тăрăх, суйлава 18 çул тултарнă Раççей гражданинĕ хутшăнать. Суйлав бюллетенĕсене списока кĕртнĕ суйлавçăсене параççĕ. Вĕсене илес тесен паспорт е ăна улăштаракан ытти документ кирлĕ.

– Сасăлава пуçласа хутшăнакан суйлавçăсене мĕн суннă пулăттăмăр;

– Çак кун вĕсемшĕн яланлăхах асра юлтăр тесе пурне те парнесем паратпăр. Районĕпе пĕрремĕш хут сасăлава хутшăнакан 200е яхăн каччăпа хĕр пулмалла.

– Наталья Васильевна, сăмахран, çын ватă е чирлĕ пулсан, хăй тĕллĕн алă пусаймасть. Ун пек чухне мĕнле тĕрĕс йышăну тумалла;

– Кашни суйлавçă хăйшĕн çеç сасăлать. Ыттисемшĕн сасăлама унăн ирĕк çук. Çапах та суйлав саккунĕсемпе килĕшÿллĕн уйрăм йĕрке те палăртнă. Енчен те çын ватлăха е чире пула алă пусаймасан, тепĕр суйлавçăран (вăл суйлав комиссийĕн членĕ, регистрациленĕ кандидат, унăн председателĕ, шаннă çынни, сăнавçă, политика партийĕн шаннă çынни мар пулсан) пулăшу пама пултарать.

Енчен те 2011 çулхи раштавăн 4-мĕшĕнче суйлавçă чирленипе е шута илмелли урăх сăлтавпа хăйне списока кĕртнĕ суйлав участокне пыраймасть пулсан, çав кунĕнче 14 сехетрен кая юлмасăр (ытти çулсенче 16 сехетчен пулнă) суйлав комиссине телефонпа е ытти çынсем урлă пĕлтермелле.

– Тĕрлĕ сăлтавпа суйлав участокĕнче пулайман суйлавçăсене ирĕклĕ сасăлав удостоверенийĕ парас йĕркепе кĕскен паллаштарар-ха.

– Пирĕн районта 54 суйлав комиссийĕ ĕçлет. Суйлав ку-нĕнче участоксенче пулайманнисен ирĕклĕ сасăлав удостоверенийĕ илме суйлав участокĕсене пырса заявлени çырмалла. Ун хыççăн çĕр-шыври кирек хăш суйлав участокĕнче те сасăлама ирĕк пур.

– Студентсен мĕнле йĕркепе сасăлава хутшăнмалла;

– Вĕсем суйлава хăйсем вăхăтлăх регистраци илнĕ вырăнта хутшăнаççĕ.

– Тата мĕнле çĕнĕлĕх пирки чарăнса тăма пултаратăр;

– Кăçалхи суйлавра пуçласа кашни участокрах начар куракан çынсем валли ятарласа лупа пулĕ. Ăна комисси членĕсенчен вăтанмасăрах ыйтмалла.

Суйлав вырăнти вăхăтпа ирхине 8 сехетре пуçланса каçхине 20 сехетре вĕçленет.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
26 ноября 2011
00:00
Поделиться