Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

СУЙЛАВРАН-СУЙЛАВА

Район территоринче нумай хваттерлĕ 119 çурт шутланать. Вĕсене виçĕ управляющи организаци тата виçĕ ТСЖ пăхса тăраççĕ. Çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерÿсемпе Патăрьелпе Юхма тăрăхĕнче пилĕк организаци ĕçлет. Нумай хваттерлĕ çуртсен 87 проценчĕ индивидуаллă ăшă хатĕрĕсемпе усă курать. Пур çуртра та сивĕ шыва, электроэнергине тата газа шутлакан приборсем пур. 2009 çулта “Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси” адреслă программăпа килĕшÿллĕн Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ 17 çурта 14879673 тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Ăна валли пулăшу фондĕнчен – 10134276 тенкĕ, Чăваш Республикин бюджетĕнчен – 2000000, вырăнти бюджетран – 2000000 тенкĕ уйăрнă. Хваттерте пурăнакансенчен 745397 тенкĕ пухăннă. Çак укçапа çуртсен тăррисене 10234 тăваткал метр улăштарнă, 2999 тăваткал метр фасада юсанă, электричествăпа тивĕçтерекен хатĕрсене çĕнетнĕ.

Кăçал та çÿлерех асăннă программăпа килĕшÿллĕн Патăрьелĕнчи тăватă çурта – Гагарин, Комаров, Киров, Мир урамĕсенче вырнаçнисене – тĕпрен юсама палăртнă. Юсав ĕçĕсене валли 6991360 тенкĕ уйăрнă. Çак кĕмĕлтен 2706,40 тăваткал метр пÿрт тăррине улăштарма – 5875367 тенкĕ, 198 тăваткал метр фасада çĕнетме – 124000, 256 тăваткал метр подвала тирпейлеме – 232993, çуртăн шалти инженери системи валли 759000 тенкĕ уйăрнă. Чылай ĕçе пурнăçланă ĕнтĕ. Киров урамĕнчи 42-мĕш çуртра пĕтĕмпех юсасаса пĕтернĕ, Комаровпа Гагарин урамĕсенчи 15-мĕш тата 2-мĕш çуртсен фасад, Мир урамĕнчи 18-мĕш çуртăн пÿрт тăрри тăрса юлнă. Вĕсенче юсава çак кунсенче вĕçлеççĕ.

Хутмалли сезон пуçланиччен нумай хваттерлĕ пур çуртри ăшă системине çуса тасатнă.

Нумай хваттерлĕ 119 çуртран централизациленĕ ăшă системипе 14 çурта тивĕçтереççĕ.

Район халăхне ĕçме юрăхлă шывпа тивĕçтерессипе малалла ĕçленĕ май проектпа смета документацийĕсене хатĕрлесси патне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Хырларан килекен шыва пур ял патне те уйăрса ямалли сеть валли документсене туса пĕтернĕ. Çавăн пекех шыв чи малтан пыракан 8 ялăн та кирлĕ хутсем пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 ноября 2011
00:00
Поделиться