Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕрхи кун кĕлтеллĕ...

Çут çанталăк çĕр ĕçченĕшĕн çуллен тĕрĕслевсем, кĕтменлĕхсем хатĕрлет. Пĕлтĕр шăрăх та типĕ çанталăк тăнипе палăртнă чухлĕ тухăç пухса кĕртеймерĕмĕр.. Кăçал вара кĕр енне кайсан çумăр пĕлĕчĕн кашти хуçăлчĕ тейĕн... Апла пулин те ăнса çитĕннĕ тыр-пула, пахча çимĕçе йывăрлăхсене пăхмасăр, хĕвеллĕ е типĕ кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курса пуçтарса илчĕç. Халь пĕрле пуçтарăнса савăнма та юрать. Патăрьел районĕнчи çĕр ĕçченĕсемпе ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсем çапла турĕç те: чÿк уйă-хĕн 18-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрне уява пухăнчĕç. Вĕсене Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С.Енилина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Шупашкарти “Букет Чувашии” сăра завочĕн директорĕ О.Мешков тата ыттисем те саламларĕç, çĕр çыннин ĕçĕ чи хисеплипе кирлине палăртрĕç. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ĕç-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Калмыков паллаштарчĕ.

Кăçал хуть-хăш культурăн тухăçĕ те чуна савăнтарать: кăтартусем 2009 çулхинчен кая мар. Тĕш тырă 31932 тонна – районĕпе пĕр гектартан кĕлет виçипе вăтамран 25,9 центнер – пухса илнĕ. Çĕр улми –25033 тонна пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç гектартан 196,2 центнерпа танлашнă.

Хуçалăхăн производство кăтартăвĕ, финанс лару-тăрăвĕ ертÿçĕн çаврăнăçулăхĕнчен, ĕç опытĕнчен нумай килет. Ăçта хальхи вăхăтри малта пыракан технологипе, наукăпа техника çитĕнĕвĕсемпе усă кураççĕ, унта ял хуçалăх культурисенчен те, выльăх-чĕрлĕхрен те тупăш илеççĕ. Професси уявне “Малалла”, “Батыревский”, “Исток”, “Красное знамя”, “Звезда”, “Труд”, “Корма” хуçалăхсем, улма-çырла питомникĕ çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕç.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен пысăк тухăç “Батыревский” (гектартан 39 центнер), “Труд” (37,9), “Исток” (36,6), “Красное знамя” (33,9), “Малалла” (28,4) хуçалăхсем пухса кĕртрĕç. Çĕр улмипе чи лайăх кăтарту – “Батыревский” (297 центнер), “Исток” (250), “Красное знамя” (220) хуçалăхсен. Кĕрхи культурăсене 4900 гектар акса хăварнă, çĕртме 12500 гектар ытла тунă.

Минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе, чир-чĕртен, сиен кÿрекен хурт-кăпшанкăран хÿтĕлекен хими препарачĕсемпе усă курни те тухăçа ÿстерме май пачĕ. Кăçал 2653 тонна минераллă тата 7900 тонна органикăллă удобренисем хывнă.

Ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ пысăк вырăн йышăнать. Хĕл каçма пĕр выльăх пуçне 27,1 центнер апат единици хатĕрленĕ. АПК предприятийĕсем хушшинче продукци туса илессипе “Красное знамя”, “Труд”, “Звезда”, “Первомайск”, “Батыревский”, Ленин ячĕллĕ, “Исток”, “Малалла”, “Корма” хуçалăхсем аван тăрăшаççĕ.

Районĕпе ĕне-выльăх 16140 пуç шутланать, унтан сăвăнаканни – 8105; сысна – 12395, сурăх – 7057, чăх-чĕп – 83200. 10 уйăхра обществăлла секторта какай –719, 3 тонна, сĕт 5747 тонна туса илнĕ. Кăтартусем пĕлтĕрхинчен 2,7 тата 3 процент чухлĕ пысăкрах.

Уйрăм çынсем те выльăх-чĕрлĕх усрасси, продукци илесси çине сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Ял хуçалăх предприяти-йĕсем халăха 2500 ытла сысна çури, 312 пăру сутнă. Çавăн пекех ял çыннисем хăйсем сысна амине çăвăрлаттарса çурасем сутассине те аван йĕркелесе пыраççĕ.

Сывлăхлă выльăх-чĕрлĕх сĕтне те лайăх антарать, ÿт хушаслăхĕ те пысăк. Ветеринари специалисчĕсем хăйсен ĕçне тивĕçлĕ туса пынăран районта çын сывлăхĕшĕн, ытти чĕрĕ чунсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă тĕслĕхсем пулман.

Лайăхрах, тухăçлăрах ĕçлеме çĕнĕ техника кирлĕ. Паяна 60 миллион тенкĕ ытлалăх 60 единица ял хуçалăх техникине туяннă, çав шутра тĕрлĕ маркăллă 30 трактор, 3 комбайн, кăкарса çÿремелли агрегатсем.

Патăрьелпе Юхма тăрăхĕнче фермер хуçалăхĕсем те вăй илсе пыраççĕ: 370 ытла. Вĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çĕр улми, пахча çимĕç туса илессипе тимлеççĕ. Çĕнĕ Ахпÿртри Мартышкинăн, Михайловăн, Красновăн, Тутар Сăкăтĕнчи Шайхуллапа Илдар Куликовсен, Ишлĕри Халитован фермер хуçалăхĕсем тата ыттисем те пĕчĕк лаптăкранах пысăк тухăç илессишĕн сахал мар тăрăшаççĕ.

Ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсен те мухтанмалăх пур. “Батыревский” апат-çимĕç комбиначĕ, Грачевăн тата Владимировăн çăкăр пĕçерекен пекарнисем тата ыттисем те ĕç калăпăшне çуллен ÿстереççĕ.

Район территорийĕнче специализациленнĕ ятарлă икĕ предприяти – улма-çырла питомникĕпе чăх-чĕп станцийĕ – пур. Вĕсем те хăйсен продукцине сутассине çулран-çул нумайлатса пыраççĕ.

“Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераллă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн çурт тума тата туянма 9 çемье 4419 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илнĕ.

Уяв – уявах, чи маттуррисене палăртмасăр иртместех. Çак кун та ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем тата продукцине тирпейлекенсем Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин, Патăрьел район администрацийĕн Хисеп грамотисене, хаклă парнесене илме тивĕçрĕç.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
23 ноября 2011
00:00
Поделиться