Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Курайманлăх, кĕвĕç чунлăх е тавăру

ВАТĂ çынсем чулпа перекене çăкăр чĕлли тăсса пама сĕннĕ. Анчах каларăш пур чухне те хамăр тăвас тенĕ евĕр çаврăнса тухмасть. Курайманлăхпа е тавăрупа çыхăннă ĕç-пуç юлашкинчен ирĕксĕрех инкек патне илсе пырать.

Районти пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вут-çулăм инкекĕсенчен тăваттăшĕ – ют çын теприне усал тăвас тĕлĕшпе çыхăннăскерсем. Çавăн пек тĕслĕхсем Нăрваш Шăхалĕнче, Пăлапуç Нурăсĕнче, Кзыл Камышра, Шăхачра пулнă: çынсен кил-çуртне вут тĕртнĕ. Çакă – шута илнĕ инкексен вун икĕ проценчĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 ноября 2011
00:00
Поделиться