Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йывăрлăхсемпе чăрмавсенчен хăрамасăр

«Труд» ял хуçалăх производство кооперативĕ районти вăйлă аталаннă хуçалăхсенчен пĕри. Ăна Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Петрович Михайлов ертсе пырать. Ял хуçалăхĕпе продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен районти уявĕ умĕн эпир унран черетлĕ ĕç пирки каласа кăтартма ыйтрăмăр. Акă, мĕн пĕлтерчĕ вăл пире:

– Ял хуçалăх ĕçченĕсен умне çут-çанталăк çулран-çул хăйне майлă йывăрлăхсем кăларса тăратать. Пĕлтĕр шăрăх пулчĕ, çĕре типĕтсе илчĕ. Кăçал мĕн çитĕнтернине пухса кĕртмелле чухне çумăр чарăнмасăр лÿшкесе çурĕ. Апла пулин те йывăрлăхсен умĕнче пуçа усасшăн мар эпир. Паянхи куна илес пулсан уй-хирти ĕçсене пĕтĕмпех вĕçлерĕмĕр.

Хуçалăхра 505 гектар тĕштырă, 226 гектар нумай çул, 216 гектар пĕр çул ÿсекен курăксене, 89 гектар кукуруза, 71 гектар çĕрулми акса-лартса çитĕнтертĕмĕр. Тухăçсем пĕлтĕрхинчен самай пысăк. Кашни гектартан 37,4 центнер тĕштырă пухса кĕртрĕмĕр. 2010 çулхинчен вăл 2,5 хут пысăкрах. Ытти культурăсемпе те çавах. Анчах çакă мĕн çитĕнтернипе лăпланса лармаллине пĕлтермест. Хуçалăх экономикине тĕреклетес тесен пирĕн тухăçа тата та ытларах ÿстермелле, хăйхаклăхне чакармалла. Çавна май вăрлăхсем çине пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Çуракинче акма викăн çĕнĕ сортне илсе килтĕмĕр. “Невский” супер элита çĕрулми вăрлăхĕпе усă куртăмăр. Улшăну куç умĕнчех.

Халĕ эпир мĕн çитĕнтернипе çеç савăнма пултаратпăр. Апат-çимĕçре усă куракан тулăпа урпана, çĕр улмине сутатпăр. Ыттине вара вăрлăхлăх ăсатма хатĕрлетпĕр. Пĕрчĕллĕ культурăсен акмалли фондне сортировка тума пуçланă. Унта ятарлă звено ĕçлет.

Йывăрлăх-чăрмавсенчен хăрамасăр, хăйсен пурнăçне хура тăпра пулăхне ÿстерессишĕн канăçа çухатса ĕçлекенсемпе çыхăнтаракан çынсене тав тума сăмах та çитмест. Паян эпир пĕрчĕллĕ тĕштырăсене виçĕ сеялкăллă агрегатпа акнă А. Яковлев, тырпула вырса кĕртнĕ А. Потапов, Дон-1500 комбайнпа 18 пин те 33 центнер çапса тĕшĕленĕ А. Васильев çитĕнĕвĕсемпе чунтанах савăнатпăр. Çĕрулми ани çинче О. Егоров, О. Исаев, А. Яковлев ырми-канми ĕçлерĕç. Ĕççи тапхăрĕнче хуçалăхра куллен 100 çын ытла вăй хучĕ. Раççейĕн ытти регионĕсемпе, республикăри хăш-пĕр районсемпе танлаштарсан пирĕн хуçалăх кал-калах сывлать-ха. Акăнман-лартăнман пĕр лаптăк çĕр те уй-хирте çук. Хăш культура çитĕнтермеллине çиччĕ явса сÿтсе явнă хыççăн çеç татăклă утăм тăватпăр. Вăрманта, Ясная Поляна поселокра усă куракан çĕрсене те пăрахмастпăр. Вĕсенче люцерна, фацели, илепер курăкĕ çитĕнтеретпĕр. Вăрлăхĕсене пухса кĕртетпĕр. Иртнĕ çул выльăх апачĕ хĕсĕк пулчĕ. Çавна май кукуруза акрăмăр. Пуçĕ пулса çитсен çеç пуçтарса кĕртетпĕр. Унран паха апат хатĕрленет. Ĕмĕрне хура çĕр çинче ăман пек чаваланса ирттерекен сумлă хресчен выльăх-чĕрлĕхрен те тупăш кĕртме тăрăшать-çке. Хуçалăхра пирĕн 170 пуç сăвăнакан ĕне, сыснасен шучĕ 600 çитрĕ. Çулталăкри сăвăма кашни ĕнерен пĕлтĕрхи шăрăхра та 4000 килограма çитернĕччĕ. Кăçал унран ирттерме тăрăшатпăрах. Халĕ куллен кашни ĕнерен 11 килограма яхăн сĕт сăватпăр.

Кооператив экономикине тĕреклетме май паракан кашни çĕнĕлĕхе вырăна хума шутлатпăр. Выльăх-чĕрлĕх ферминче сăвăнакан сĕте пăрăх тăрăх сивĕтекен установкăна ярасси çине районта ытти хуçалăхсенчен чылай малтан куçрăмăр. Çакă продукци пахалăхне лайăхлатма, ĕç условийĕсене çăмăллатма, кадрсен шутне чакарма та пулăшрĕ.

Кĕр йĕпе килнĕрен районти хăш-пĕр хуçалăхсенче çĕрулмине йывăрпа пухса кĕртрĕç. Пирĕн анасем çинче икĕ комбайн ĕçлерĕ. “Иккĕмĕш çăкăра” алă вĕççĕн пухакансем уй-хире тухмарĕç те.

Лаштра йăмрасем илем кÿрекен, куç кĕски пек çавра пĕвеллĕ ялăмăрта пурнăç малалла пĕр тикĕссĕнех пырать-ха. Ял хуçалăхне аталантарма май паракан патшалăх пулăшăвне те аван туятпăр. Удобрени, çунтармалли-сĕрмелли япаласем, ядохимикатсем туянма çăмăллатнă кредитсемпе усă ку-ратпăр

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
16 ноября 2011
00:00
Поделиться