Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Страхлани тăкаксене саплаштарĕ

Эпĕ Люля, Пÿртлĕ, Сител ялĕсенче Росгосстрах компанийĕн Чăваш Енри филиалĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн страхагенчĕ пулса 10 çул ĕçлетĕп. Çак хушăра кунти халăха алăри пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пекех пĕлсе çитрĕм. Люляри Ф. Смирнов, Р. Давыдова, П. Соскова, Пÿртлĕри Г. Ильин, Н. Албутов, Сителти Н. Вазенков, П. Шмелев тата ыттисем те Росгосстрах компанипе тачă çыхăну тытакан çывăх çынсем пулнине çирĕплетсех калама пултаратăп. Страховани килĕшĕвĕн срокĕ тухасса пĕлсе тăраççĕ вĕсем. Ăна çулран-çул малалла тăсаççĕ.

Тĕрĕс тăваççĕ те.

Статистика çуртсене тата куçман ытти пурлăха страхласси хĕллехи тапхăрта ÿснине çирĕплетет. Пирĕн çĕр-шывра нума-йăшĕ çурт е хваттер валли пурнăç тăршшĕпех укçа-тенкĕ пухать-çке – страхлас ĕç йăлана кĕмелле пек ĕнтĕ. Анчах ун çинчен эпир инкек йăтăнса ансан тин аса илетпĕр. Тĕрĕссипе каласан, страховани полисĕ – тăкаксене саплаштармалли ку чухнехи меслет. Çакна эпĕ халăх патне çитерме тăрăшатăп та. Агент ÿкĕтленипе страховани килĕшĕвĕсене çирĕплетекенсем сахал мар. Çакнашкал тĕслĕх пĕр хутчен çеç тĕл пулман. Акă Росгосстрах пĕрисене инкек хыççăн 335 пин тенкĕ тÿлерĕ. Çунса кайнă çурт хуçи малтан страхлама килĕшмен, мăшăрĕпе агентăн витĕмлĕ сăмахĕ çеç унăн кăмăлне улăштарнă. Сăмах май каласан, ку питĕ вăхăтлă пулчĕ.

Страховани килĕшĕвне çирĕплетнĕ чухне çурт хуçисенчен нумайăшĕ пурлăх хакне чакарса е пулма пултаракан пĕр-пĕр инкеке кăна суйласа илсе укçа-тенкĕ перекетлеме тăрăшать. Çакăн хыççăн каярахпа ыйту сиксе тухма пултарать.

Халăхра çапла калаççĕ: “хыт кукар укçине шăши касать”. Çавăнпа та Росгосстрах специалисчĕсем çурт-йĕре тата килти пурлăха тулли хака шута илсе страхлама сĕнеççĕ. Полисра палăртнă темиçе тенкĕ перекетлесе хăвăра хăвăр сиен кÿретĕр, мĕншĕн тесен эсир илнĕ укçа-тенкĕ тăкак сиенĕсене саплаштармашкăн çитмессе пултарать.

Паянхи кун Росгосстрахра çуртсене страхлас тĕлĕшпе чылай çăмăллăхсем пур. Пĕрремĕшĕнчен, Росгосстрах хăй 90 çул тултарнă ятпа хула хĕрринчи çуртсене страхланă чухне страховани виçин чăн-чăн калăпăшне шутланăшăн клиентран укçа-тенкĕ илмест. Çакă унăн кĕмĕлне перекетлеме май парать. Иккĕмĕшĕнчен, 2011 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 31-мĕшĕччен Росгосстрах “Страховани ĕçĕн тупăшлă тапхăрĕ” акци ирттерет, çак вăхăтра çуртсене тата унти пурлăха страхламалли килĕшĕве пĕрремĕш хут çирĕплетнĕ клиентсене агентсем самаях пысăк çăмăллăх параççĕ. Вĕсемпе усă курма тăрăшăр.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2011
00:00
Поделиться