Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Арçынсем 20 çул сахалтарах пурăнаççĕ

РАЙОНТИ ЗАГС пайĕшĕн юпа уйăхĕ тухăçлă иртрĕ. Çак тапхăрта çут тĕнчене 56 пепке килнĕ. Вĕсенчен пулас чиперкки те, пăхаттирĕ те çурмалла. 14 çемье савăнăçа пĕрремĕш хут пайланă, пиллĕкĕшĕнче вара пиллĕкĕмĕш “çĕнĕ кайăка” алла илнĕ. Çуралнă ачасенчен улттăшĕ– йĕкĕрешсем.

Ĕмĕрлĕх пурнăçа куçнисенчен çакна палăртса хăвармалла: пĕлтĕрхипе танлаштарсан, хĕрарăмсем те, арçынсем те сахалрах вилнĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх çемье пуçĕсен кун-çулĕ мăшăрĕсенчен çирĕм çул кĕскерех! 56 ра вăй парса ĕçлемелли вăхăт çеç çке...




"Авангард" (газета Батыревского района)
12 ноября 2011
00:00
Поделиться