Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕрлĕрен ыйту хускатнă

Иртнĕ эрнере районта Чăваш Республикинче халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С. Димитриев пулнă. Сергей Петрович район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н. Глуховпа тата районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçипе Г. Афанасьевпа йĕркеленĕ тĕл пулура вырăнсенче республика программисене мĕнле пурнăçласа пынипе кăсăкланнă. Калаçура халăх йышлă çÿрекен вырăна “Терминал” информаци автоматне вырнаçтарас, ун урлă çынсене хăйсен профессине, квалификацине, опытне кура ĕçлĕ пулас тĕллевпе информаци илме майсем туса парас ыйтусене те сÿтсе явнă.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
09 ноября 2011
00:00
Поделиться