Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурăнать ялта чрнобылец

Чернобыльти атомла электростанцинче авари пулнăранпа чĕрĕк ĕмĕр те иртрĕ ĕнтĕ. Апла пулин те çĕр пичĕ çине хăварнă сурана пирчеме пулăшакансен хастарлăхĕ манăçмасть. Сăмахăма Пăлапуç Пашьелĕнчи Н. Васильев пирки пуçарасшăн. Унăн ачалăхĕ ыттисенни евĕрех иртнĕ. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех вăл колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Николай лаша кÿлсе хире утă-улăм турттарма тухнă. Сакăр класс вĕреннĕ хыçăн çамрăк Сĕнтĕрвăрринчи 12-мĕш професси училищинче пĕлÿ пухнă. Унтан Н. Васильев Канаш хулинче куçса çÿрекен 400-мĕш мехколоннăра каменщикра ĕçленĕ. Шăпа ăна Горькинчи автомобильсем тăвакан завода илсе çитернĕ. Хăйĕн Конституци тивĕçне те пурнăçланă Николай. Ун хыççăн вăл Куйбышев облаçĕнче тĕпленнĕ. 21 çул Н. Васильев стройкăра каменщик пулса ĕçленĕ. Мăшăрланса çемье çавăрнă Коля. Хĕр ача ÿснĕ вĕсен. Пурнăç кустăрми пĕр тикĕс шумасть çав. Çемьере кĕтмен хуйхă сиксе тухнă. Хĕрĕ çурма тăлăха юлнă унăн. Ăна çемьелентернĕ хыççăн Николай тăван яла таврăннă. Ашшĕпе амăшне ывăлĕн хÿтлĕхĕ кирлĕ пулнă.

Николай Павлович кун-çулĕпе пынă май çынсемшĕн тунă ырă ĕçне палăртмасăр иртме çук. Служба тивĕçĕсене малалла тăсса вăл Чернобыльти атомла электростанцинчи инкек-синкеке тирпейлеме хутшăннă. Çакăншăн тивĕçлĕ наградăсем илнĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2011 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн Н. Васильева “Çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденпа наградăланă.

Пирĕн хушăра çавнашкал хастар пурăннине тепĕр чухне туймастпăр та. Çиччĕмĕш теçеткене капашаканскерĕн хăйĕн те кун-çулĕпе хăпартланмалăх пур. Анчах пурнăç условийĕ япăхрах унăн, çавна шута илсе вырăнти влаçăн Чернобылец патне тимлĕх уйăрсан та юратех.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
09 ноября 2011
00:00
Поделиться