Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хăйĕнчен те килет

Шкулти занятисемпе урок тулашĕнчи мероприятисем ачасене сывă пурнăç йĕркипе пăхса çи-тĕнтерме пысăк пулăшу параççĕ. Анчах çакă çителĕксĕр. Эпĕ хам уйрăмшарăн ĕçлени те витĕм кÿме пултаратех тесе шутлатăп. Тĕп тĕллев кунта – занятисем ирттерессине йăлана кĕртни. Килте ачасем хăрушлăх кÿмен вăй çитнĕ упражненисене тăваççĕ. Вĕсене урокра тĕрĕслетĕп, тивĕçлĕ хак паратăп.

Килти ĕç вĕрентÿ программипе, урокпа, массăллă мероприятисемпе те çыхăннă. Ăна йăлана кĕртме çине тăмалла, кайран вара вăл хăй тĕллĕнех пулса пырать.

Кашнийĕ дневник çырса пырать. Унта ача миçемĕш класра вĕренни çеç паллă мар. Кашнийĕн хăйĕн девизĕ пур. Ачан карттипе паллашма пулать. Çулталăкра хăш чирпе чирлени паллă. Ача мĕнле спорт секцине суйласа илни уçăмлă. Кун йĕркине çырса кăтартнă вăл. Ирхи гимнастикăна пурнăçланă чухне кирлĕ сĕнÿсене кĕртнĕ. Дневникра ача вĕрентекен сĕнĕвĕсене, урокра, телевизорпа е тренировкăсенче асăрханă çĕнĕ упражненисене палăртса пырать. Хăй тĕллĕн аталанмалли темăсем çителĕклех. Ĕçе çак енĕпе илсе пыни вырăнлă тесе шутлатăп.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
09 ноября 2011
00:00
Поделиться