Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паха апат – тухăç никĕсĕ

Мĕн акатăн – çав шăтать, теççĕ халăхра. Çакă тĕрĕсех ĕнтĕ. Паха вăрлăха аксан çеç пысăк тухăç илме пулать. Районти хуçалăхсем килес çул валли кирлĕ чухлĕ фонд хатĕрлесе хăварма тăрăшрĕç. Анчах вĕсем тасамарлăхпа кондицие лараймаççĕ. Хальлĕхе 7 пин центнер вăрлăх пирки çеç иккĕленмелли çук. Вĕсем “Батыревский” хупă акционерла пĕрлешÿре (63 процент), “Исток” (60 процент), Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче (5 процент), “Первомайск” ял хуçалăх кооперативĕнче (43 процент), “Булинская” хуçалăхра (34 процент), Халитов хресчен фермер хуçалăхĕнче пур.

Кĕрхи ĕçсем вăраха кайрĕç. Хуçалăхсенче вăрлăх патне ĕç алли çитеймерĕ. Çак çитменлĕхе çывăх вăхăтра пĕтерме тăрăшмалла.

Районта “Батыревский” улма-çырла питомникĕ, “Батыревский” хупă акционер пĕрлешĕвĕ, “Малалла”, “Труд”, “Красное знамя” ял хуçалăх предприятийĕсем элита вăрлăхсем туса илес енĕпе ĕçлеççĕ. Тухăçа ÿстерме ĕмĕт тытнă хуçалăхсен вĕсемпе çыхăнса илсен те вырăнлă пулĕччĕ.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2011
00:00
Поделиться