Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Эрешсене чун кĕртнĕ тейĕн...

РАЙОНТИ культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ ал ĕç ăстисен конкурсĕ асамлă эрешсен тĕнчине аса илтерет. Хĕрарăмсем асамат кĕперĕ тĕслĕ çипсемпе капăрлатса çыхнă шерепеллĕ тутăрсем, калпаксем куçа илĕртеççĕ, тĕрри çинче хĕм сапса тăракан çеçкесем таврана симпыл шăрши сарнăн туйăнаççĕ. Вĕсене алăпа мар, чĕре хĕлĕхĕпе чĕрĕлĕх кĕртнĕ тейĕн... Маçтăрсем вун пилĕк ял поселенийĕнчен пуçтарăннă. Тÿресене ăстасен пултарулăхне пахалама çăмăлах пулман. Пĕринчен тепри шукăль! Комисси Сителти Н. Соколова, Люляри Р. Ильина, Первомайскинчи В. Давыдова ĕçĕсене чи пуяннисен шутне кĕртнĕ. Вĕсем республикăри конкурса та хутшăнĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2011
00:00
Поделиться