Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçсĕррисем валли тренинг

РАЙОНТИ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта юпа уйăхĕнче ĕçсĕррисен статусне илнĕ çынсемпе икĕ хутчен тренинг ирттернĕ. Пĕрремĕш ушкăнра пурнăçри лару-тăрăва кирлĕ пек анализ тума, лартнă тĕллевсене тирпейлĕ пурнăçлама, хăйсен шанăçлăхне ÿстерме хăнăхтарнă. Психологи пĕлтерĕшлĕ лекцисемпе дискуссисене, упражненисемпе калаçусене вунă çын хутшăннă. Пурте вĕренÿпе кăмăллă пулнă.

Юпан юлашки кунĕсенче йĕркеленĕ ушкăнра ĕçе илекенпе хутшăннă чухне ытларах мĕне тата çыннăн хăш енĕсене шута илмеллине хăнăхтарнă.

Тренинга хутшăннисен ĕç шырас вăхăт кĕскелесси иккĕлентермест. Мĕншĕн тесен, вĕсем илнĕ пĕлÿпе хăйсене çирĕпрех тытаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2011
00:00
Поделиться