Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çав çулсен нихăçан çухалмĕ хакĕ

Иртнĕ эрнере Патăрье-лĕнчи тĕп библиотекăра политика репрессийĕ вăхăтĕнче хĕн-хур курнă, асап тÿснĕ çемьесен ывăл-хĕрĕпе тĕл-пулу йĕркелерĕç. Çулсем иртнĕçемĕн вĕсен речĕ сайралнăçемĕн сайралса пырать. Хальхинче çавра сĕтел тавра 25-ĕн кăна пуçтарăнчĕç.

Тĕл пулăва килнисене районти хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н. Никитина, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ Т. Малинина вăхăтĕнче саманаран шар курса асап тÿснисен ачисене асăнупа хурлăх кунĕнче пысăк чăтăмлăхшăн, паттăрлăхшăн тав турĕç, малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Тĕл пулăва килекенсем таса ята каялла тавăрнă граждансене паракан çăмăллăхсем пирки ыйт-са пĕлчĕç, хăйсен синкерлĕ шăпине аса илчĕç.

 




"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2011
00:00
Поделиться