Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăйăран вăкăр тухать

ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ культурăпа кану центрĕнче иртнĕ семинарта çамрăксене пăшăрхантаракан тĕрлĕрен ыйтăва сÿтсе явнă. Культура ĕçченĕсен чун пăшăрханăвне çиеле кăлармалли сахал-и! Полици начальникĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе тимлекен çумĕ В. Семенов çын йышлă пуçтарăнакан мероприятисенче çамрăксем ним çукран нимĕр тенĕ евĕр хирĕçнĕ, чышкăпа та те усă курнă тĕслĕхсене илсе кăтартнă. Чĕрре кĕрсе чăкăлташни, кайран кăкăртан-кăкăра ярса илни кашнийĕнчех «пите хĕретекен пĕчĕк пиччепе» туслин сиксе тухать. Çавăнпа та йĕркелĕх хуралĕн сотрудникĕ çамрăксен ташă каçĕнче, ытти уявсенче культура учрежденийĕсен çывăхĕнче эрех-сăра сутмалла марри пирки çирĕп каланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 октября 2011
00:00
Поделиться