Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Усал чир ан çулăхтăр, кăмăла ан хуçтăр

ЮЛАШКИ вăхăтра республикăра уртаракан чир хăрушлăхĕ пирки чылай калаçаççĕ. Вирус урлă сарăлса тĕп нерв системине сиенлекен амак, мĕн-пур чĕрĕ чуна, çав шутра çынна та çакланма пултарать. Çавăнпа асăрхаттарса пурне те илтмелле “чан çапни” вырăнлă.

Ку тĕлĕшпе паян районти выльăх-чĕрлĕх чи-рĕсемпе кĕрешекен станци алă усса çеç ларать тесе калаймăн. Ветслужба специалисчĕсемпе калаçса татăлса урамра ирĕкре çапкаланса çÿрекен 134 кукăр хÿрене персе Çĕрпÿри ветсанутильзавода ăсатнă. Çак ĕçе уйрăмах Тутар Сăкăт, Нăрваш Шăхаль, Патăрьел ял администрацийĕсенче аван йĕркеленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 октября 2011
00:00
Поделиться