Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Таса ята тавăрнисен кунĕ

ПИРĔН çĕр-шыв историйĕнче синкерлĕ страницăсенчен пĕри – иртнĕ ĕмĕрĕн 30-50 çулĕсенчи политика репрессийĕсем. Пĕр айăпсăр çынсем “сутăнчăк”, “класс тăшманĕ”, “патшалăха хирĕç каякан” пулса тăнă. Вĕсене сăлтавсăр-мĕнсĕрех концлагерьсенче нушалантарнă, тĕрмесенче çĕртнĕ...

Тăхăр вуннăмăш çулсен вăхăтĕнче шар курнисенчен, терт-нуша чăтнисенчен чылайăшне таса ячĕсене каялла тавăрчĕç.

Ыран – политика репрессине пула инкек тÿснисен кунĕ. Çулсем иртсе пынăçемĕн саманаран шар курнисем те сайралаççĕ. Паян таса ята тавăрнисем районта 59 çын пурăнаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 октября 2011
00:00
Поделиться