Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

РАЙОНТА – КОНСТАНТИН КОСАЧЕВ

Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче районта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тĕнчери халăхсен ĕçĕн Комитечĕн председателĕ Константин Иосифович Косачев пулчĕ. Вăл администраци пуçлăхĕпе Н. Глуховпа, организаци-предприяти ертÿçисемпе тĕл пулса калаçрĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе, экономика ыйтăвĕсемпе кăсăкланчĕ, малашлăх планĕсемпе, раштавăн 4-мĕшĕнче иртекен суйлав умĕн туса пыракан ĕçсемпе паллашрĕ.

Унтан Константин Иосифович çавăн пекех Шăнкăртамра сакăр ушкăнлă ача сачĕн никĕсне хунă çĕре çитрĕ.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕ йĕркеленĕ Шăнкăртамри тĕл пулура ача амăшĕсем пысăк ялта шăпăрлансем валли иккĕмĕш çурт кирли пулни пирки сăмах хускатнă. К. Косачев ун чухнех хăйĕнчен мĕн килнипе пулăшма шантарнă. Республика, район ертÿçисем шкул çулне çитмен ачасен малашлăхĕшĕн тăрăшса ыйтăва ăнăçлăн татса пани пуриншĕн те кăмăллă.

Çĕр айĕнчи пĕрремĕш никĕс блока вырнаçтарма ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М. Михайловский, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, район пуçлăхĕ М. Петров, Шăнкăртам ял пуçлăхĕ Р. Купкенов, “Булат” пĕр-лĕх директорĕ Р. Абдулвалеев, ял халăхĕ те хутшăнчĕ. “Никĕсĕ çирĕп пултăр, сывлăхлă ачасем çитĕнччĕр”, – терĕç пурте пĕр шухăшлăн. Хальхи вăхăтра районта харăсах ача-пăчан икĕ учрежденине тăваççĕ: тепри – Патăрьелĕнчи 240 вырăнлă. Çакă чăн малтанах хальхи вăхăтра патшалăх çамрăк çемьесене, амăшĕсене, çул çитмен ачасене пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетсе парать.

Ача садне 2012 çулхи раштав уйăхне туса пĕтерме палăртнă. Патшалăх экспертизи строительство объектне 87 миллион тенке хак хунă.

 


"Авангард" (газета Батыревского района)
29 октября 2011
00:00
Поделиться